2015-2017 çулсенче Чăваш Республикинче социаллă тăнăçлăха тата экономикăна çирĕп аталантарса пымалли Плана çирĕплетнĕ

 Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ертсе пынă. 2015-2017–мĕш çулсенче Чăваш Республикинче экономкăпа социаллă тăнăçлăха лайăхлатас тĕлĕшпе йышăннă План çинчен хушăва алă пусса çирĕплетни пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Асăннă ĕç хутне Раççей Федерацийĕн Правительстви тăратнă медотикăна тĕпе хурса çирĕплетнĕ, импорт япаласенчен хăтăлассипе ятарлă мероприятисем йĕркелесе ирттерме, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма пулăшакан майсем тупнине, экономикăн ытти тытăмĕсене те анлăрах аталанса пыма витĕм кӳрессе шантарать. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче 2015 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва пурнăçа кĕртсе пырас тĕлĕшпе республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче тимлекенсем комплекслă плансем йышăнса хăварни çинчени асăннă. Асăннă ĕç хучĕ 83 мероприятирен тăрать. Хамăр ума лартнă тĕллевсене пахалăх енчен кирлĕ пек тата çитменнине вăхăтра пурнăçлама ирĕк парать. «Пирĕн влаç органĕсенче тимлекенсен республикăра пурăнакансем валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе парассишĕн тăрăшмалла. Çак йышăннă ĕç хучĕн çулталăк вĕçленичченех лайăх ĕçе кĕрсе пымалла. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев - халăх пурнăç условийĕн шайне лайăхлатаси», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов хăйĕн доклатĕнче 2015 çулта пĕлтĕр тата 2012, 2013 çулсенче тытăннă ĕçсене пĕтĕмпех вĕçне хĕрне çити пурнăçламаллине каланă. Унсăр пуçне  халăх пурăнакан 116 ял тăрăхĕсенче пурĕ 106 (км) çухрăм çулсене тĕпрен юсаса хута ямаллине асăннă.   Çак ĕçсене пурнăçа кĕртме 157 млн. тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ. Ку хутĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем сусăрланнă ачасене килсенче вĕрентнĕшĕн, пĕтĕмĕшле пĕлӳ панишĕн, тӳлекен  компенсаци виçине çирĕплетнĕ.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов çакăн пекех хăйĕн сăмахĕнче çакнашкал категорире тăракан ачасене хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен технологисемпе дистанципе вĕренме май килнине палăртнă. Унсăр пуçне вĕрентекенсем хăйсем те килерен сусăрланнă ачасене вĕрентме çӳреме пултараççĕ. Халĕ ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене вĕрентме педагогсене  суйласа илме ирĕк.  Вĕрентекенсене 6-шар пин хушса тӳлĕç. Ларура 2012-2020-мĕш çулсем валли йышăннă пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕпе çурт-йĕр строительствине аталантарма йышăннă Чăваш Республикинчи патшалăх программине çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă. Республика "Раççей çемйи валли кил-çурт" программăна хутшăнакансен йышне кĕнĕ, унăн шайĕнче 210 пин тăваткал метр эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртнă. Çавнашкал пурăнмалли çурт-йĕре вăтам шайра пурăнакан пиллĕк пине яхăн çемье юрăхлă хакпа туянма тата çапла майпа хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарĕç. 2015 çул вĕçне республикăра хута яракан пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕм калăпăшĕн 48 процентĕнчен кая мар пайĕ /415 пин тăваткал метр/ эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр пулмаллине те асăннă Пуçлăх. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков программăна хутшăнса строительство ĕçĕсене пурнăçлас текенсем валли, енчен те вĕсем сутăн укçа илес пулсассăн, кредит виçин каялла тавăрса памаллин хакĕн 15 процентран ытла ӳсмессе каланă, уйрăм çынсене валли тата та пĕчĕкрех пулассине 13 процентпа тнашлаштне асăннă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикин строительство мнистерствине льготăллă строительство ĕçне хутшăнас текенсем 4 организаци заявка тăратнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство ĕçĕсене 2008-2010-мĕш çулхисем пек кăлтăксем ан пулччĕр тесессĕн,  çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине асăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн кун йркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



13 февраля 2015
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter