Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Электроавтомат» АУП йĕркелесе янăранпа 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ «Cывлăх кунĕ» спорт уявне хутшăннă

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Электроавтомат» АУП йĕркелесе янăранпа 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ «Cывлăх кунĕ» спорт уявне хутшăннă. Асăннă мероприятие Улатăр районĕнчи «Янтарный» ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьте йĕркелесе ирттернĕ. Паллă пулăма  Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников,  Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн тĕп инженер–инспекторĕ  Владимир Димитриев хутшăннă.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорта кăмăл туса старта тухма пухăннă спортсменсене, курма пуçтарăннисене саламланă май, «Электроавтомат» АУП хăй патĕнче тăрăшакансене ĕçлеме те кану вăхăтне те пĕлсе кирлĕ пек яланах йĕркеленине асăннă. «Сирĕн кăтартусене тишкертĕм, çитĕнӳсемпе ĕçлетĕр. Электротехника кластерĕнче импорт таварсене темиçе хут ирттерсе лайăх хатĕрсем калăплани пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, малти ретре пулни паха. Енчен те маларах сирĕн таварсене Раççей территорийĕсенче çеç кăсăкланса илнĕ пулсассăн, халă вара ыттисем те тăтăшах ыйтни сисĕнет. Сире малашне те аван кăтартусемпе ĕçлесе кирлĕ пек условисем йĕркелесе парас ĕçре витĕм кӳрсе пыма тăрăшăпăр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Спорта аталантарма пысăк ĕçсем туса пынишĕн «Электроавтомат» АУП ĕçчешĕсене:  Вера тата Надежде Дроздовсене, Александр Костюченкăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехете парса хавхалантарнă. «Электроавтомат» АУП генеральнăй директорĕ Вячеслав Илюхин хăйĕн сăмахĕнче çакăн пек спорт уявне çулсеренех йĕркелесе ирттернине асăннă. Мероприятисем пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха, спорта кăмăл тăвакансен йышне ӳстерме, çемьери килĕшĕве лайăхлатма пулăшнине палăртнă. Предприяти тĕнче шайĕнче паянхи кун лару-тăру аванах мар пулин те хăй умне çĕнĕ пысăк тăллевсем лартса çитĕнсем туса пыма палăртнине каланă. Спорт уявне чи малтанах арçынсемпе хăрарăмсен харпăрхăй тĕллĕн ăмăртнă. Вăйлă спортсменсемпе пĕр тан Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чупнă. Спортменсене хыçа хăварса, чăннипех те йĕлтĕрпе чупас ăмăртура хăйĕн ăсталăхне кăтартса пĕрремĕш чупса тухни пурне те хавхалантарса ячĕ. Хыççăн ушкăнпа, командăра икĕ арçынпа икĕ хĕрарăм чупса тупăшнă. Пухăннисем хушшинче гире йăтассипе те ăмăртусем ирттернĕ. Ăмртусенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци ушкăнĕпе пĕрле Улатăр хулипе районĕнчен тата Пăрачкавран ятарлă спортменсен ушкăнĕсем килсе çитнĕ. Çирĕп тупăшура «Электроавтомат» АУП командине çитекенни пулман. Спортри пысăк ăсталăха кăтартса пама пултарчĕç. Хисеплĕ иккĕмĕш вырăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци ушкăнĕ тивĕçлĕ пулнă.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, çакăн пек спорт уявĕсенче пĕр-пĕрин хушшинчи çемьери çыхăнусене çирĕплетме, пур çынна та туслăха вĕрентсе спорта кăмăл тума хистенине каланă. Çак кунах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари Культура çуртне те çитсе килнĕ. Кунта шăпах та  ĕçлекенсем концертсене ларса курмалли вырăнсене çĕнетсе реконструкциленĕ вăхăт тĕлне лекнĕ. Оркестр вырăнĕсене те çĕнетсе ылаштарнă. Пĕр сăмахпа каласан, çурта пĕтĕмпех илемлетнĕ, çутă, хăтлă.  Андрей Михеев учрежденийĕн ертӳçи ĕçсене нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех вĕçлеме тĕллев лартнине асăннă. Республика Пуçлăхĕ кунти ĕçсемпе кăмăллă юлнă. Ĕçлĕ çул-çӳреве пĕтĕмлетнĕ май, «Рассвет» маларах СХПК шутланнă ĕçĕпе кăсăкланнă. Кунта спорта кăмăл тăвакансен пуçарăвĕпе йĕлтĕрпе чупма ятарлă вырăн хатĕрленĕ,  бокс ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерме зал та хута яни пурне те çĕкленӳллĕ туйăм хăпартса янă.  Паллă кун пурин кăмăлне те хавас парнеленĕ. Тĕплĕнрех 



14 февраля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter