Республика кунне хатĕрленсе йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин 2015 çулта Республика кунне хатĕрленсе йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Уявăн тĕп мероприятийĕсем Канаш тата Шупашкар районĕсенче иртĕç. Чăваш Республикин экономка министрĕ Владимир Аврелькин Шупашкарта VIII-мĕш экономика форумĕпе ытти фестиваль тата куравсен ĕçĕсем валли хатĕрленнĕ пулăмсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Вĕсене валли ятарлă программăсен проектне, интернет-сайт хатĕрленине асăннă. Ку хутĕнче пленар ĕçĕсемсĕр пуçне конгрессиллĕ 17 мероприяти пуласси пирки асăннă.  Регионсем хушшинчи XXII-мĕш курав кăçал çĕртме уйăхĕн 19-24-мĕш кунĕсенче иртĕ. Министр палăртнă тăрăх, халлĕхе Раççейри куçса çӳрекен куравсен ертӳçисемпе калаçса килшмелли тапхăр пынине асăннă. Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул, Шупашкар хулине  пуçарса янăранпа 550 çул çитнине халалласа ятарлă куравсем тăратасси пирки те каланă. Республика кунне халалласа фейерверксен фестивалĕ ирттересси пирки те чарăнса тăнă. Асăннă пулăма çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче каçхине 23:00 сехетре ирттерме палăртнă. Халлĕхе фестивале хутшнма кăмăл тунисем 5 ушкăн. Культура мероприятийĕсем пирки Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов каласа хăварнă. Мероприятийĕн тĕп планне йĕркелес тапхăр пынине палăртнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ытларах мероприятисем йĕркелесе ирттерме палăртни пирки каланă. К.В.Иванов тата Литература çулталăкне халалласа пулăмсем пулмаллине палăртнă. «Раççей çăлкуçĕсем» пĕтĕм тĕнчери фестивале хатĕрленсе уявсем çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче пулĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» пулассине асăннă. Уява килме кăмăл тунисем 1000 çынна та çитнĕ.

 Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов уява хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Тĕплĕнрех



14 февраля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter