Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей манăн юратупа чун ытамĕ» ятарă курава торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă
Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей манăн юратупа чун ытамĕ» ятарă курава торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Раççей тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Карачарскова 80 çул çитнине тата вăл çак ĕçе парăнса 60 çул тăрăшнине халалласа йĕркеленĕ пулнă. Çак курав 10-мĕш хут иртнĕ, кунта 360 ытла экспонат йĕркелесе тăратнă. Художник хăйĕн ум сăмахнче, вăл ĕçсенче ахаль çынсен шăпипе çыхăннă пулăмсене ытларах ăсталаса тăратнине каланă. Чăн-чăн чăвашсен пурнăçне шăпах та ялта курма пултарнине, пирĕн республика пултаруллă та ăста, тарават, ĕçчен пулнипе, ыттисенчен уйрăлса тăнине асăннă. Николай Карачарсков маларах Вăрнар районĕпе Патĕрьел районĕсенче хуçалăхсенче пултарулăхне туптанă пирки асăннă. «Паянхи пурнăçра, шăпах та пултаруллисене ялсене, районсене ăсатмалла. Унта вĕсем хăйсен ăсталăхне мĕн кирлине курса ӳстерсе пыма пултарĕç. 90 çулсенче упранса юлнă пуçаруллă çынсен ăсталăхне каялла тавăрма тăрăшмалла», - тесе пĕтĕмлетсе каланă хăй сăмахне тава тивĕçлĕ художник. Чăваш Ен Пуçлăхĕ юбиляра чĕререн саламланă, вăрăм кун-çул суннă, Чăваш Ен культурине аталантарас ĕçре пысăк тӳпе хывнишĕн ырласа тав тунă, асăнмаллăх алла çыхмалли сехете парса хавхалантарнă. «Сирĕн пултаруллăхăр паян та ыран та малашне те питĕ актуаллă. Кашнин кăмăл-туйăмĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Укçаран та хаклă. Эпир паян курса килленнĕ сăн ӳкерчĕксене шкул ачисемпе студентсен те курса савăнмалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов Чăваш Ен культуришĕн унăн ячĕ, пултарулăхĕ ылтăнран та хаклăрах пулнине палăртнă. Пăрачкав районĕн администраци пуçлăхĕ Евгений Лебедев хăйсен ентешĕ пирки ырă сăмахсем каланă, Пăрачкав салинче унăн ятарлă куравĕ йĕркеленнине асăннă. Чăваш Енри художниксен пĕрлешăвĕн председателĕ, РФ халăх художникĕ, Раççей художникĕсен академи членĕ Ревель Федоров каланă тăрăх, Николай Карачарсковăн ĕçĕсенче Чăваш Ен пултарулăхĕ çеç мар, пĕтĕм Раççейе курса савăнма май пуррине асăннă, ăна республикăри чи ăста çын пулнине палăртнă. Тĕплĕнрех