Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев килсе çитнĕ

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев килсе çитнĕ.  Вăл Çĕнĕ Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи  экономикăна çĕнетес тата Раççейри инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн ларăвне йĕркелесе ирттернĕ.  Ларăва Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ Аркадий Дворкович, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Пулăшуçи Андрей Белоусов, РФ вĕренӳ Министрĕ  Дмитрий Ливанов,  РФ финанс Министрĕн Çумĕ Сергей Шаталов,  ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсем, регионсен пуçлăхĕсем, профильлĕ предприятисен ертӳçисем, наукăпа тĕпчев институтĕнче тăрăшакансем тата та ытти официаллă хăнасем хутшăннă. РФ Правительствин Председателĕ «Хĕвел» тулли мар яваплăхлă пĕрлешĕве (ООО) çитсе килнĕ,  унта калăпланса тухакан хатĕрсемпе паллашнă. «Хĕвел» - «Ренова» ПКпа «Роснано» АУОн пĕрлехи предприятийĕ. Вăл Раççейри хĕвел энергетикин отраслĕнчи чи пысăк предприятисенчен пĕри. 



17 февраля 2015
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter