Тăвай районĕ: Çырăва тишкерĕç

Республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, февралĕн 18-мĕшĕнче пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн теми - Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ.

Çакăнпа пĕрлех информаци кунĕнче РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2014 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнчи 426№-лĕ "Раççей Федерацийĕнче Литература çулталăкне ирттересси çинчен" Указне Чăваш Республикинче пурнăçа кĕртесси, пенси системинчи улшăнусем пирки сỹтсе явĕç, çынсене хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе йышăнĕç.

Пирĕн района Пĕрлехи информаци кунне ирттерме Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Алексей Яковлев ертсе пыракан ушкăн килет. Ушкăн членĕсем район администрацийĕн тата федераци структурисен районти органĕсен яваплă ĕçченĕсемпе пĕрле çав кун ял тăрăхĕсене çитсе ял çыннисемпе тĕл пулусем йĕркелĕç.



17 февраля 2015
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter