Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ

Çак кунсенче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин 2015 çулта Республика кунне уявлас енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Тĕп мероприятисем кăçал Шупашкарта тата Канаш районĕнче иртĕç.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ В.Аврелькин йĕркелÿ комитечĕн членĕсене Шупашкарти VIII экономика форумне, Регионсен хушшинчи «Регионсем: чикĕсĕр ĕçтешлĕх» XXII курава, Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен VIII фестивальне мĕнле хатĕрленнине пĕлтернĕ.

Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарти «Регионсем: экономика ÿсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем» VIII экономика форумне йĕркелесе ирттерес тĕллевпе форум программин проектне туса хатĕрленĕ, интернет-сайт ĕçлет.

«Регионсем: чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав июнĕн 19-24-мĕшĕсенче иртĕ. В.Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх - хальхи вăхăтра ăна ирттермелли концепцие хатĕрленĕ, Раççейри куçса çÿрекен куравсен йĕркелÿçисемпе калаçусем ирттереççĕ. Чăваш Автономи облаçне йĕркеленĕренпе - 100, Шупашкар хулине туса хунăранпа 550 çул çитнине халалланă хăйне евĕрлĕ уйрăм экспозицисем хатĕрлеме палăртаççĕ.

Кунсăр пуçне, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерстви Республика кунне уявланă вăхăтра Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивальне ирттерме хатĕрленет. Ăна валли Шупашкар заливне суйласа илĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх - унта 5 команда хутшăнĕ.

Культура программи çинчен ЧР культура министрĕ В.Ефимов каласа панă. Мероприятисене Чăваш патшалăхне йĕркеленĕренпе 95, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине тата Литературăпа К.В.Иванов çулталăкне халаллаççĕ.

Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче йăлана кĕнĕ йĕркепе Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕ иртĕ. Алĕç ăстисен Пĕтĕм Раççейри XI конкурсĕ те çав кунсенчех иртмелле. Июнĕн 24-мĕшĕнче - Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ.

Шупашкар хулин Пуçлăхĕ Л.Черкесов, Канаш райадминистрацин пуçлăхĕ В.Софронов хăйсен территорийĕсенче туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
17 февраля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter