Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Палăртнă информаци ушкăнĕсем республикăри аякра вырнаçнă хуласемпе районсене çитсе килĕç, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансемпе  тĕл пулса калаçĕç, вĕсене кăсăклантаркан ыйтусем çине хурав парĕç. Ку хутĕнче мероприятисене пухăннисемпе пĕрле Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăва, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 426№-лĕ "Раççей Федерацийĕнче Литература çулталăкне ирттересси çинчен" Указне Чăваш Республикинче пурнăçа кĕртесси, пенси системинчи улшăнусем çинчен сӳтсе явĕç. Çынсене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе йышăнĕç.



18 февраля 2015
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter