Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕрлехи информаци кунĕнче Шупашкар хулинчи предприятисене çитсе килнĕ

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче республикăра Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хулари предприятисене çитсе килнĕ. «Электро-Импульс» тулли мар яваплă пĕрлешӳре пулнă, производствăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Предприяти генеральнăй директорĕ Владимир Слепов производство лифтсене валли тĕрлĕ хатĕрсем    калăпланине палăртнă, вĕсене тĕрлĕ çĕршывсене сутнине асăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Электро-Импульс» тулли мар яваплă пĕрлешӳ хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен предприяти пулнине каланă. Кунта наукăпа техника потенциалĕ те пысăк пулнине асăнса хăварнă, производство ĕçне те аван йĕркелесе пынине палăртнă. Хальхи вăхăтри экономика условийĕнче те  таварсен производство калăпăшне ӳстерсе пырса аталантарма пур май та пуррине каланă. ЧЭАЗ территорийĕнче Японири Fujikura Automotive Europe ушкăн çĕнĕ предприяти йĕркелесе яма палăртать. Михаил Игнатьев кунта хатĕрлев ĕçĕсемпе паллашнă. Асăннă ĕçе кăçалхи çул пĕрремĕш кварталта пурнăçа кĕртме хатĕрленеççĕ. Ăнăçлă проекта ĕçлеттерсе ярсан, темиçе çул хушшинчех 3 пине çитиччен ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Леонид Черкесов «Водоканал» АУП çитсе курнă. Пуçлăх Шупашкарти предприятисемпе организацисен шывпа усă курнишĕн пухăнса кайнă парăмсем çинчен кăсăкланнă. Предприятире цехсене çитсе курнă, шыв пахалăхне тĕрĕслекен лаборатори ĕçĕпе кăсăкланнă. «Предприяти, чăннипех те модернизациленет. Кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологипе усă кураççĕ. Юлашки çулсенче сахал мар ĕçсем йĕркелесе ирттернĕ. Кун пеккине пур хулара та курма май çук. Кун пек кăтартусемпе савăнмалла, мăнаçланмалла, малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма тăрăшмалла. Хулара пурăнакансене  пахалăхлă шывпа тивĕçтерни аван», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Тĕл пулу самантĕнче предприятире тăрăшакансемпе калаçнă. Вĕсене кăсăклантаракан нумай ыйту çине хурав панă. Предприятие йĕркелесе янăранпа 60 çул çывхарса килнĕ май, кунта вăй хуракансене эффективлă ĕçлесе пынишĕн тав сăмахĕсем каланă. Тĕплĕнрех



19 февраля 2015
07:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter