Элĕк районĕ: хуçалăхсем элитлă вăрлăх туянаççĕ

Нарăсăн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов район администрацийĕн пай пуçлăхĕсемпе, районти республика тата федераци службисен ертÿçисемпе планерка ирттерчĕ.

Вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Эдуард Николаев шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕ Элĕксемшĕн ăнăçлă вĕçленнине хыпарларĕ.

16 предмет олимпиадине районтан 43 вĕренекен хутшăнса 10 вырăн йышăнма пултарнă (2014 çулта - 7). Ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Прохоров çуракине хатĕрленес ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. 2015 çул валли 1899 тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Кондицие лартнă вăрлăх 1207 тонна, ку тĕрĕслев витĕр тухнă вăрлăхăн 71 проценчĕ. Районти хуçалăхсем элитлă пысăк тухăçлă вăрлăх туянма пуçланă. А.Григорьев хресчен-фермер хуçалăхĕ çурхи тулă 40 тонна кÿрсе килнĕ, «Новый путь» хуçалăх - 8 тонна. В.Узянов тата Э.Лебедев хресчен-фермерсем 40-шер тонна элитлă вăрлăх туянма килĕшÿсем тунă.

Строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Александр Терентьев вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автомобиль çулне тума проект докуменчĕсем хатĕрлени çинчен каласа пачĕ. Паянхи кун ял тăрăхĕсенчи урамсенче çулсем тума 3 проектпа смета докуменчĕсене патшалăх экспертизине тăратнă.

Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров çак эрнере пулакан ĕçсемпе паллаштарчĕ.



19 февраля 2015
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter