Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ  Дмитрий Медведев Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлĕ визитпа пулнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Раççей Премьер-министрĕ Çĕнĕ  Шупашкарти çĕнĕлле ĕçлекен «Хĕвел» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн ĕçне пысăк хак панă. Малта пыракан технологисене тĕпе хурса тăвакан таварсемпе республикăра та, çĕршывăн мĕн пур кĕтесĕнче, унăн тулашĕнче анлăн усă курасса шаннине каланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президентне, Раççей Правительствине Çĕнĕ  Шупашкар монохулана пулăшӳ кӳнишĕн тав тунă. «Тăватă çул каяллахи вăхăта илес пулсан, хулара ĕçсĕрлĕх шайĕ питĕ пысăкчĕ, 9,5 процента çитнĕччĕ. Паян лару-тăру лайăхланнă  кăтарту – 0,5 процент шайĕнче. Ку завода уçнисĕр пуçне, хулара вăтам тата пĕчĕк бизнес лайăх кăтартупа аталанса пырать», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Вăл çакăн пекех Дмитрий Медведева республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. «Пирĕн макроэкономикăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем япăхах мар. Регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн ӳсĕмĕ 2,5 процент. Промышленноç производствин индексĕ Чăваш Енре 104,5 процентпа танлашнă, çурт-йĕр  тăвасси - 103 процент, ял хуçалăхĕ -102,8 процент. Пĕлтĕр 862 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Малашлăхра кăтартăва 1 млн. тăваткал метр патне çитерме тĕллев лартатпăр. Эсир пирĕн ума лартнă задачăсене пурне те пурнăçа кĕртсе пынă, малашне те пурнăçлама тăрăшăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Раççей Федераци Правительствин Председателĕ  Дмитрий Медведев ĕçлĕ тĕл пулăва вĕçленĕ май, çуртсем хăпартнисĕр пуçне ипотека рынокĕнче лару-тăрăва та çирĕп тĕрĕслесе тăма задача лартнă. «Эпир тĕрлĕ йышăну турăмăр, вăл шутра ипотека программисене субсидилессипе те. Кризиса сирсе ямалли ĕçе сирĕнпе, регионсемпе пĕрле пурнăçлăпăр. Çак ĕçе çулталăк тăршшĕпех тимлĕх уйăрмалла, мĕншĕн тесен ку пысăк пĕлтерĕшлĕ задача», - пĕтĕмлетнĕ Раççей Правительствин Председателĕ.



19 февраля 2015
11:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter