Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Çĕр улми - 2015» регионсем хушшинче ирттерекен курава уçнă

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕр улми – 2015» регионсем хушшинче ирттерекен VII-мĕш курава хутшăннă. Церемоние Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Раççей ял хуçалăх академийĕн А.Г.Лорх ячĕллĕ çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорĕ Сергей Жевора, «Эверест» АХП генеральнăй директорĕ Николай Герасимов хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çĕр улмирен кĕрекен тупăш кашни гектар çине куçарса шутласан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, çавăн пе­кех ытти культурăран та пысăкраххине палăртнă, çавăнпа çак отрасле малаш­не те çине тăрсах аталантармаллине каланă. Пахча-çимĕç таварĕсене тирпейлесе кăларакансемшĕн лайăх хаксем йĕркеленсе çитнине асăннă. «Çĕр улмипе ĕçлесе пырасси чăнласах та питĕ тупăшлă пулни куçкĕретех. Патшалăх ял хуçалăхне парса тивĕçтерекен пулăшусем те пĕтĕмпех упранса пыраççĕ. Пĕр енчен калас пулсан, США тата Евросоюзăн хăш-пĕр çĕршывĕсем экономикăн уйрăм тытăмĕсемшĕн йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ пулин те, ял хуçалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансемшĕн производствăн калăпăшне ӳстерсе пыма хушма май пачĕ.  Потребительсен  рынокĕнче уйрăм вакуум, ирĕклĕх хуçаланать. Сирĕн çакăнпа усă курса, хăвăрăн вырăна тупмалла, малашлăхра экспорт çине те куçса пыма тăрăшмалла. Хамăр тăрăхра çитĕнекен çĕр улмине Казахстан, Евросоюз çĕршывĕсене те илсе çитерме тĕллев лартмалла», - тесе каланă курава пуçтарăннисем умĕнче республика Пуçлăхĕ. Паянхи курава çĕр улми туса илесси мĕн пур патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кура, тĕрлĕ регионсенчен, çав шутран хамăр республикăран та ăста ĕçлесе малта пыракан хуçалăхсемпе пĕрлешӳсем, организацисем хутшăннă. Çĕр улмине тирпейлесе пуçтармалли ятарлă техникăсен куравне йĕркеленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ курав экспози­цийĕсемпе паллашнă, павильонсен умĕ­нче çĕр улмипе кăсăкланакансемпе калаçнă, журналистсен ыйтăвĕсм çине хурав панă. Çĕр улми куравĕ аграри тытăмĕнче вăй хуракансене, влаç органĕсенче тăрăшакансене, наукăпа бизнес çыннисене ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетсе пыма, пĕрле тунă проектсене пурнăçа кĕртме  пĕрлештерсе тăракан ятарлă вырăн пулса тăчĕ. Паян куравра малта пыра­кан технологисене пурнăçа хăюллăн кĕртекенсем, ӳсен-тăрана чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен хӳтĕлекен тавар туса кăларакансем, паха вăрлăх çитĕнтере­кенсем йышлăн пуçтарăннă. Курава килнисем çĕр улми производствин техноло­гине çĕнетсе, лайăх тухăç па­ракан эффективлă çĕнĕ сортсемпе паллашнă, актуаллă ыйтусене те сăмаха май сӳтсе явнă. Кăçалхи çул курав форумне Раççейĕн 15 регионĕнчен (Мускавран, Санкт-Петербургран, Чăваш Республикинчен, Самарăран, Чулхуларан, Липецкран, Омскран, Архангельскран, Тюменрен, Костромаран тата çĕршывăн ытти кĕтесĕсенчен те) пурĕ 73 экспозици тăратнă. Ăслăлăх-практика конферен­цийĕнче çĕр улмин халь­хи вăхăтри пĕлтерĕшĕ тата пулас­лăхĕ çинчен канашланă. Курава килнисем çĕр улмирен тĕрлĕ апат-çимĕçе тутанса хак панă. Çĕр улмин вăрлăхне сутакансем, туянакансем çителĕклĕ пулнă, тĕрлĕ ăмăртусем  те иртнĕ. Тĕплĕнрех

 



19 февраля 2015
17:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter