Чăваш Енре «Агрохолдинг «Юрма» ООО 4,5 млрд. тенкĕлĕх инвестицилле проекта пурнăçа кĕртет

 Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Агрохолдинг «Юрма» ООО çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашнă. Республика Пуçлăхĕ  кайăк-кĕшĕке ӳстермелли ятарлă вырăна пăхса тухнă, хатĕр таварсене тирпейлесе упрамалли цехăн строительство ĕçĕпе кăсăкланнă, кунта тимлекенсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.  Асăннă пулăма Раççей Перекет банк çумĕнчи Атăл-Вятка банк председателĕ Сергей Мальцев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов,  финанс министрĕ  Светлана Енилина, Чăваш Республикин çул-йĕр министрĕ  Владимир Филиппов, «Раççей Перекет банкĕ» АУП Чăваш Енри  8613№-лĕ уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский хутшăннă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хамăрăн региона аграрлă тесе палăртнă. Импорт таварсене илсе килме чарнине кура, хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсене ытларах халăх патне илсе çитерме ирĕк пулнине асăннă, ял хуçалăх тытăмĕнче тимлекенсене хушма вăй панине каланă. Халĕ Раççей халăха сысна, кайăк-кĕшĕк аш-какайĕсемпе туллин тивĕçтерет. Сĕт-çу таврашĕ, пăру ашĕ, пахча-çимĕç таварăсем кăштах хĕсĕк пулни сисĕнет. «Паян пирĕн ытларах пахча-çимĕçсене тирпейлесе илесси çине тимлĕх уйăрмалла. Калăпăр, Голландире теплицăра туса илнĕ таварсене пирĕн тăрăха илсе килсе вырнаçтараççĕ, тупăшне те сахал мар илеççĕ. Чăваш Республикине илес пулсан, паллах, Голланди пек пысăках мар пулин те, пĕтĕмпе те теплицăсем 24 га çинче шутланса тăраççĕ, анчах та вĕсенчен çурри кăна хальхи пурнăç таппипе тӳр килет,  модернизиленменни кăштах чарать. Хăй вăхăтĕнче, эпĕ ял хуçалăх министрĕ пулнă чухне те сахал мар ку ыйтăва хускатнă пулнă, предпринимательсем 30 çул ĕçлесе пырсан та тупăш илме пĕрре те чарăнмĕç тенĕ. Пĕрре мар хам енчен палăртса каланă, ял хуçалăх ĕçĕпе ĕçлесе пыракансем тупăшлă ĕçлесе пырасси никама та иккелентерместь, тата çитменнине ырă ята тивĕçни те тем пекех паха», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Раççей Перекет банкĕн Атăл-Вятка уйрăмĕн председателĕ  Сергей Мальцев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре ĕçлекен предпринимательсене чĕннипех те шаннине каланă. «Юрма» ушкăн рынокра хăйсене лайăх енчен кăтартма пĕлнине кура, кредита та аванах илме пултарать. АПК аталантарас приоритетлă Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, «Агрохолдинг «Юрма» ООО выльăх-чĕрлĕхе аталантарас тĕллевпе производство комплексĕнче хушма строительство ĕçĕсене йĕркелеме тата реконструкци ĕçĕсене туса ирттерме пысăк инвестициллĕ проект валли пулăшу илнĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 4,5 млрд. тенкĕллĕх, çак ĕçе пурнăçлама 1,6 млрд. тенкĕ кредит туяннă. Çулталăкне предприяти 51,9 пин тонн. кайăк-кĕшĕк аш-какайне тирпейлесе кăларать.  Нарăс уйăхĕнче кăçал тата та чăх-чĕпсене валли ятарлă 5 уйрăм хута яма палăртса хунă. Вĕсенчен кашни цехĕнче 88,2 пин пуç кайăк «Хаббард»  вырнаçтарма пулĕ. Хатĕр таварсене упрамалли тата тирпейлемелли цехсене 2015 çулта çурла уйăхĕнче ĕçлеттерме йышăннă. Çак проектăн хакĕ 1 млрд. тенкĕпе танлашать. Кунне вĕсем 160-180 тонна аш-какай тирпейлеме палăртаççĕ. Кăçалхи çул вĕсем кайăк-кăшĕк ĕрчетмелли ятарлă вунă вырăн хатĕрлесе ĕçе кĕртме палăртаççĕ, енчен те çак палăртнă ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçласан, 31 тонна патне кайăк-кĕшĕк аш-какайне илĕç. Тĕплĕнрех



02 февраля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter