Чăваш Енре ĕçлекен Екатеринбург хаçачĕсем массăлла информаци хатĕрĕсем пирки калакан саккуна пĕрре мар пăснине тӳрремĕнех курма пулать

Шупашкарти Ленин районĕнчи Суд кăларнă йышăнупа «Аргументы и факты – Чувашия» хаçат килĕшмесĕр, тепĕр хут пăхса тухма Чăваш Енри Аслă Суда ыйтса çырнă. Çырăва Чăваш Енри Аслă Суд пăхса тухнă хыççăн, Ленин районĕнчи Суд йышăнăвĕ тĕрĕс пулнине 2015 çулта нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. «АиФ» – Чувашия»   2014 çулта ака уйăхĕн 2-8-мĕшĕнче кăларнă «Что приводит к майданам?» тата «Мимо сельхозпроизводителей» статьясене хаçат йĕркипе килĕшӳллĕн хăйĕн номерĕсенче хурав памалла пулнă. Хурав хайлавĕсене пичетлеме хирĕçленĕ хурав саккунпа килĕшӳллĕн пулман. 2014 çулта пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче тата 2015 çулта нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Сучĕпе Свердловск облаçĕн Аслă Сучĕ  «Правда ПФО» интернет-хаçат суя сас-хура пичетлесе сарнине айăпласа суд йышăнăвĕ кăларнă. Суд айăплисене Екатеринбургсен сечĕ урлă тухакан издание чăн пулман хыпара сарнишĕн явап тытмалла тунă. Суд йышăнăвĕсене тишкерсе тухнă хыççăн, массăлла информаци хатĕрĕсем пирки калакан саккуна пĕрре мар пăснине тӳрремĕнех курма пулать.  Калăпăр, 39-мĕш статйи, (граждансен патшалăх органĕсенче ĕçлекенсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тата должноçри çынсем пирки  хыпарсене МИХсем урлă оперативлă пĕлсе тăма ирĕк пур, саккунăн 49-мĕш статйипе килĕшӳллĕн, журналистăн хăйĕн патне илсе çитернĕ хыпара тĕрĕс е тĕрĕс мар пирки  тивĕçтерекенрен тепĕр хут ыйтса пĕлмелле, 51-мĕш статйине те пăсни куçкĕретех. Паянхи куна илес пулсан, Екатеринбургра темиçе организаци те регистрациленнĕ. Вĕсем «МК» в Чебоксарах», «АиФ-Чувашия», «Наша версия: Чувашия и Марий Эл», «Панорама Чувашии», «Чувашия сегодня» тата çакăн пекех  «Правда ПФО» интернет-хаçата та кăларма ирĕк илнĕ.  Çак массăлла информаци хатĕрĕсем пĕр-пĕринчен нимĕнпе те уйрăлса тăманпа пĕрех, пĕр тăвансем пек. Вĕсен тĕп тĕллевĕ пĕр хаçатран тепĕр хаçата суя хыпарсем илсе çитерсе сарасси пулни те куç кĕретех. Чăваш Республикин çинчен чăтмалла мар суя хыпарсене сарни пурне те пăшăрхантарать. Тепĕр хут аса илтеретпĕр, вĕсен «Что приводит к майданам?»  тата «Мимо сельхозпроизводителей» кирлĕ-кирлĕ мар, ăптăр-каптăрлатса çырнă хайлавĕсем. «АиФ-Чувашия» çак статьясен хуçисем, нумай вăхăт хушши чăн  хурава пичетлемесĕр пурăннă. Мĕнле вăртăнлăхпа çыхăннă-ши? Калăпăр,  хайлавсен авторĕ А.Безруков хăйĕн статйисем урлă вулакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн социаллă-экономика лару-тăрăвĕн политики ырă мар тесе ĕнентерме тăрăшнă.  Таса мар чунлă автор шухăшĕсем каламасăрах паллă, чăн пурнăçпа пĕрре те тӳр килмеççĕ.  Тĕплĕнрех



20 февраля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter