Шупашкар хулин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2014 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

 Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн анлă ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Хула депутачĕсен Пухăвĕн 2014 çулхи ĕç кăтартăвĕсем пирки Леонид Черкесов анлăн доклад туса панă. Чăваш Енĕн тĕп хулин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе тата 2015 çул валли лартнă тĕллевсемпе хулан администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков паллаштарнă, бюджетăн тĕп параметрĕсене 2014 çулта еплерех пурнăçлани пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ  Светлана Енилина тĕплĕн доклад туса панă. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ министрĕ  Владимир Аврелькин хулан социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Ларăвăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетнĕ. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче пĕр команда пулса пĕр-пĕринпе килĕшсе эффективлă ĕçлесе пынине кура, хулан çитĕнĕвĕсем куçкĕретех ырă енне улшăнса пынишĕн ырласа, хула ертӳçисене, администрацийĕнче вăй хуракансене тав тунă. Кăçал та çитĕнӳсем пуласса, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парасса шанса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Паянхи кун çĕршывра экономика лару-тăрăвĕ пĕр тан тикĕс пыманнине кура йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене татса пама, эффективлă йышăнусем туса хăварма хатĕр пулмаллине те çирĕппĕн асăрхаттарнă. «Калăпăр, трактрсем кăларакан заводра вăй хуракансенчен хăшне-пĕрне тулли мар ĕç кунĕ çине куçарни пурне те шухăшлаттарать. Эпир оперативлă хыпарсене пĕлсе сăнаса тăратпăр.  Йывăр лару-трăва ĕçсĕр тăрса юлнисен шучĕ ӳсме пултарĕ, çавна шута илсе  кризиса хирĕçле мероприятисем йышăнма федераци инвестици хывнипе пĕрле эпир  пурĕ 572 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Пурсăмăрăн та тĕп тĕллев – ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене вăхăтра кирлĕ хыпарсене пĕлтерсе тăрасси. Çынсене ăçта тата еплерех пулăшу илме май пуррине лайăх ăнлантармалла», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ.  Вăл çавăн пекех хăйĕн сăмахĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, строительство, ача сачĕсенче хушма вырăнсем йĕркелессине, коррупцие хирĕç йышăнмалли мерăсем пирки тата ытти хăш-пĕр ыйтусем çинчен чарăнса тăнă. Канашлăва вĕçленĕ май, чи ăста та пултаруллă, нумай çулсем хушши таса чунпа эффективлă ĕçлесе пынă Шупашкар çыннисене наградăсем парса хисеп тунă.  Тĕплĕнрех



20 февраля 2015
10:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter