Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче чăваш офицерĕсен Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» пĕрлĕхĕн делегацийĕпе тĕл пулнă

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ çывхарса килнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче чăваш офицерĕсен Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» пĕрлĕхĕн делегацийĕпе тĕл пулнă. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ  Юрий Попов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ тăван республикăмăрăн мухтавлă ывăлĕсемпе Шупашкарти вĕренӳ заведенийĕсенче, кадет класĕсенче вĕренекенсемпе тăтăшах тĕл пулусем йĕркеленĕшĕн, тăван тăрăха ялан асра тытнăшăн, кунта килсех çӳренĕшĕн, çыхăнăва татманшăн, çитĕнекен ăрăва хăйсен тĕслĕхĕпе патриот воспитанийĕ пама пулăшнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă, çывхарса килекен уявпа чунтан саламланă, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç суннă. «Эсир, хăвăрăн юратнă тăван тавралăха, тăван кĕтесе, çĕршыва юрататăр. Вăхăта шеллемесĕр, тăван тăрăха килсе çитни, пурне те хавхалантарса ячĕ. Çынсем ыранхи куна шанса, тăрăшса ĕçлесе çемьесем çавăрччĕр тесе, эпир сирĕнпе эффективлă ĕçлесе пыратпăр», - тесе палăртса каланă республика Пуçлăхĕ.  Генерал-лейтенант Станислав Воронов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикипе тачă çыхăну тытса ĕçленине асăннă. «Кирек ăçта кайсассăн та, яланах Чăваш Енри лару-тăрупа кăсăклансах тăратпăр. Хисеплĕ Михаил Васильевич, Эсир республикăра тытса пыракан политикăпа эпир яланах килĕшетпĕр», - тесе хăй шухăшне уççăммăн палăртса каланă сумлă хăна.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть, нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев килсе кайни  çинчен ырă хыпара каласа кăтартнă. «Республикăшăн чăннипех те çак пулăм питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикине шанни куç кĕретех. Эпир яланах чăваш халăхĕшĕн ырми-канми, яваплăха туйса таса чунпа ĕçлесе пынă, малашне те тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлĕпĕр», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕл пулу вăхăтĕнче республикăн малашнехи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çур-йĕрĕсем çинчен тĕплĕн сӳтсе явнă. Хăнасем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене тăратнă, хăйсен шухăшĕсем пирки пĕлтернĕ, сĕнӳсем панă. Тĕплĕнрех



21 февраля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter