Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе саламлани

 Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем!

 

Сире Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе чĕререн саламлатăп!

Ку уяв Раççейĕн мухтавлă ывăлĕсемпе-хĕрĕсен унăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хăюллăн хÿтĕленисен - кăмăл çирĕплĕхне, виçесĕр паттăрлăхне, хăюлăхне палăртать.

Пирĕн патшалăхăн хÿтĕлевçисен нумай ĕмĕрсем тăршшĕнче тунă вилĕмсĕр паттăр ĕçĕсем çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва чĕререн парăнса ĕçлеме хавхалантараççĕ.

Чăваш Енре çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас, вĕсене Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсенчи службăна ăс-тăн тата кĕлетке пиçĕлĕхĕ енĕпе хатĕрлес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кадет юхăмĕ ÿсет тата вăйланать. Республикăри шкулсенчен вĕренсе тухса çар училищине кĕрекенсен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать.

Пирĕн юратнă çĕршывăн чиккисене, унăн никама пăхăнманлăхĕпе пĕрлĕхне яланах шанчăклă сыхласса шансах тăратăп. Пирĕн çĕршыври тăнăçлăха сыхланă май хăйĕн çар тивĕçне чыслăн пурнăçлакансене тав сăмахĕ калатăп. Вĕсене çирĕп тылпа тивĕçтерекен тата пулăшсах пыракан ашшĕ-амăшне, çар çыннисен çемье членĕсене те чĕререн тав тăватăп.

Сире çирĕп сывлăх, ума лартнă тĕллевсене пурнăçламашкăн ăнăçу, мирлĕ тÿпе, телей тата ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                М. Игнатьев

 



23 февраля 2015
19:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter