Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă. Тĕп уяв, паллах, Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.  Асăннă пулăма республикăри çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Правительство членĕсем, чăваш офицерĕсен Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» пĕрлĕхĕн делегацийĕ, право хуралĕн ветеранĕсем, общество, православи чиркĕвĕн представителĕсем тата та нумай сумлă çынсем пуçтарăннă. «Ку уяв Раççейĕн мухтавлă ывăлĕсемпе-хĕрĕсен унăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хăюллăн хӳтĕленисен - кăмăл çирĕплĕхне, виçесĕр паттăрлăхне, хăюлăхне палăртать. Пирĕн патшалăхăн хӳтĕлевçисен нумай ĕмĕрсем тăршшĕнче тунă вилĕмсĕр паттăр ĕçĕсем çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва чĕререн парăнса ĕçлеме хавхалантарççĕ», - тесе каланă хăйĕн докладĕнче Михаил Игнатьев. «Чăваш Енре çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас, вĕсене Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсенчи службăна ăс-тăн тата кĕлетке пиçĕлĕхĕ енĕпе хатĕрлес ĕç кирĕ пек пурнăçланса пырать. Кадет юхăмĕ ӳсет тата вăйланать. Республикăри шкулсенчен вĕренсе тухса çар училищине кĕрекенсен шучĕ çулсеренех ӳссе пырать», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçлакансене, вĕсене çирĕп тылпа тивĕçтерекен тата пулăшсах пыракан ашшĕ-амăшне, çар çыннисен çемье членĕсене чĕререн тав тунă Михаил Игнатьев. Пурне те çирĕп сывлăх, ума лартнă тĕллевсене пурнăçламашкăн ăнăçу, мирлĕ тӳпе, телей тата ырлăх, тăнăç пурнăç суннă Пуçлăх. Хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Тĕплĕнрех



24 февраля 2015
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter