Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, тĕрлĕ министерствăсен ертӳçисемпе видеоконференци ирттернĕ

 Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, тĕрлĕ министерствăсен ертӳçисемпе видеоконференци ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, çул-йĕр тытăмĕнчи актуаллă ыйтусем пирки канашланă. Ял тăрăхĕсенчи вырăнти çулсене сарма  проектсем тăвас, сарас строительство тата реконструкцилес ыйтусене хускатнă. Тĕп ыйтупа Чăваш Республикин  çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов доклад тунă.   Министр 2015 çулта çул-йĕр хуçалăхĕ валли  пурĕ 2 млрд 126 млн тенкĕ пăхса хăварнине асăннă.  Çак укçаран ял тăрăхĕсенчи çулсене тирпейлеме 156 млн. тенкĕ тăкакланассине, пурте усă куракан çулсене тытса тăма 695 млн тенкĕ уйăрассине пĕлтернĕ.  Çулсене юсас, çĕнетес ĕçе Елчĕк, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Муркаш, Красноармейски, Йĕпреç, Вăрнар, Канаш районĕсенче  малалла тăсас пирки те палăртса хăварнă. Кăçал Чăваш Республикинчи 115 ял тăрăхĕсен урамри çулĕсене тирпейлес ĕçе пуçланă. 2014 çулта аслă çулсенчи уйрăм ушкăнри çынсене  диспансеризациленин пĕтĕмлетĕвĕсене ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Татьяна Богданова тĕплĕн паллаштарнă.  Тĕрĕсленисен хушшинче чĕре чирĕсемпе аптракансен хисепĕ ытларах. «Диспансеризаци планне тултарнă. Анчах та хăшĕ-пĕри диспансеризаци тухма хăрани сисĕнет», -  тесе палăртнă Татьяна Богданова. Çакнашкал тĕслĕхсем ан пулччĕр тесессĕн, çынсене диспансеризацийĕн витĕмлĕхĕ пирки ăнлантарса пама тăрăшмалла, вăл чир-чĕре шала кайиччен тупса палăртма май парать. «Вилекенсен шутне чакарассипе йышăннă ятарлă плансен ĕçне республикăри хуласемпе районсен администраци ертӳçисен те витĕм кӳме тăрăшмаллине чĕнсе каланă вăл. Ĕçе кашни муниципаллă пĕрлешӳре йĕркеленĕ, еплерех пурнăçа кĕртсе пынипе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин представителĕсемпе пĕрле медицина учрежденийĕсен тĕп врачĕсем сăнаса тăма шантараççĕ», - тесе çирĕппĕн каланă вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ тĕле халалласа, асăну палăкĕсене тирпейлесе юсав ĕçĕсем ирттерни пирки Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов тĕплĕн каласа кăтартнă. Каламасăрах паллă, министрство сахал мар ĕçсем йĕркелесе ирттерет.  Министр палăксене, вĕсен çывăхĕнчи картишсене те тавралăха та тирпей-илем кĕртсе пыма тăрăшмаллине асăннă.  Ĕçсене кăçал ака уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин асăннă ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрма хушса хăварнă. «Çак ĕç чăннипех те пуриншĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăхăтра пурнăçлама пĕлмелле. Енчен те палăртнă ĕçсене кирлĕ пек туллин пурнăçламасан, хамăра - хисеплĕ ĕçтешсем, намăс курма тивĕ», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă Правительство Председателĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ канашлăва хутшăннă май, пухăннисене çывхарса килекен Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламланă, çак паллă уява палăртса республикăра пулса иртнĕ мероприятисем пирки чарăнса тăнă. Сăмах май, Чăваш Республикине официаллă ĕçлĕ визитпа РФ Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев килсе кайнин ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен каласа кăтартнă. «Чăннипех те, Раççей Премьер-министрĕ Чăваш Республикине килсе кайни – пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пире шаннине çирĕплетсе парать. Маншăн Дмитрий Анатольевичпа тĕл пулса калаçни çав тери усăллă тата пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Эпĕ тăратнă çырусене шута илсе, Дмитрий Анатольевич РФ министерствăсене ыйтусене татса пама кирлĕ пек хушусем те панă», - тесе ырă хыпара пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Вăл çакăн пекех республикăри предприятисемпе организацисене кăлтăк кăларса тăратакан ыйтусене сахаллатасси пирки калаçа килĕшни пирки ырă пĕлтерĕве каланă.   Тĕплĕнрех

  



24 февраля 2015
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter