Район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн управленипе пай, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ларура 11 ыйтуран тăракан кун йĕркине çирĕплетрĕç.

Элĕк районĕ 2014 çулхи бюджета пурнăçлани çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Надежда Павлова каласа пачĕ. Иртнĕ çул район бюджетне 279390,5 пин тенкĕлĕх тупăш кĕнĕ, ку çулталăкра пăхнинчен 91,9 процент. Тăкаксем 290571,7 пин тенкĕпе танлашнă е 91,2 процент. Дефицит 11181,2 пин тенкĕлĕх. Бюджетăн ытларах пайне вĕренÿ çине янă - 155,6 млн. тенкĕ е 53,6 процент.

Депутатсем «Чăваш Республикинчи Элĕк район бюджечĕн 2015 çулхи тата планланă 2016, 2017 çулсенчи тапхăрсем» депутатсен Пухăвĕн йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. 2015 çулта район бюджечĕн тупăшĕ 55800 пин тенкĕлĕх ÿсет. Улшăнусем кĕртнине шута илсен Элĕк районĕн 2015 çулхи бюджетĕнчи тупăшсен калăпăшĕ 261934,6 пин тенкĕпе танлашать, тăкаксем 262698,3 пин тенкĕ пулаççĕ, дефицит - 763,7 пин тенкĕ.

Элĕк район пуçлăхĕ Владислав Дубинин депутатсен Пухăвĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче пăхса тухнă тĕп ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов районăн иртнĕ çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

Çавăн пекех халăх суйлавçисем Элĕк район Уставне, 2010 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнчи 3 №-лĕ «Депутатсен яланхи комиссийĕсем çинчен» район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвне улшăнусем хушса кĕртрĕç.

Ларăва хутшăннисем районăн полици уйрăмĕн начальникĕн Андрей Константиновăн 2014 çулхи ĕç-хĕлĕн отчечĕпе паллашрĕç.

Кунтах депутатсем Элĕк районĕн муниципалитет пурлăхне ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарас ыйтăва тата награда материалĕсене пăхса тухрĕç.



25 февраля 2015
14:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter