Элĕк районĕ: ярмăрккăра йÿннине туянар

Нарăсăн 24-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов черетлĕ планерка ирттерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина «Йÿнĕреххине туян» ярмăрккăна йĕркелес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Элĕк салинче пасар лапамĕнче ятарлă тÿлевсĕр вырăн уйăрнă, унта сутакансене палăртнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев вĕренÿ учрежденийĕсенче Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа ирттернĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕ.

Çуракине хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусем çинче Элĕкри информаципе консультаци центрĕн директорĕ Александр Петров чарăнса тăчĕ. Паянхи куна пĕтĕмĕшле тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 74 проценчĕ кондицие ларнă ( 1331 тонна). Хуçалăхсенче 88 тонна элитлă вăрлăх туяннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов хуçалăх ертÿçисене акмалли тата лартмалли вăрлăха çителĕклĕ хатĕрлеме, çунтармалли тата сĕрмелли материалпа тивĕçтерме ыйтрĕ.

Администрацин социаллă аталану, культурăпа архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова районта «Хĕл ăсатăвĕ» уяв пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче иртессине хыпарларĕ. Администраци ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров нарăсăн 27-мĕшĕнче районта Администраци кунĕ Питĕшкасси, Ураскилт, Тавăт тата Тени ял тăрăхĕсенче иртессине пĕлтерчĕ.

Александр Куликов Чăваш Енре район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе ирттернĕ ларура хускатнă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ, пай пуçлăхĕсене татса памалли ыйтусемпе çине тăрса ĕçлеме хушрĕ.

Тивĕçлĕ канурисем çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç

Раççей Пенси фончĕн Чăваш республикинчи уйрăмĕн управленийĕн ертÿçин çумĕ Лидия Борисова юн кун пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ.Тивĕçлĕ канурисем Элĕкри тĕп библиотекăн вулав залĕнче пухăнчĕç. Вĕсене пенси тытăмĕн çĕнĕлĕхĕсем интереслентерчĕç. Лидия Григорьевна пухăннисене нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре 329 пин çыннăн пенсийĕ хăпарнине каларĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Вăл тенкĕсене пухăнса пыракан балсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пама пултарчĕ. Ĕç пенсийĕнчен икĕ пенси туса хунă: страховани пайĕ тата пухăнса пыракан пай. Пĕрремĕшне страховани стажĕ 15 çултан кая мар, пенси коэффициенчĕн виçи 30-тан кая мар пулсан палăртаççĕ. Çак çĕнĕлĕхе майĕпен пурнăçа кĕртсе пычĕç. Тивĕçлĕ канăва тухмалли çулсем улшăнман. Лидия Борисова уйрăм пенси коэффициентне кашни ĕçленĕ çулшăн палăртнине каларĕ. Коэффициента шутланă чухне официаллă шалу укçине кăна шута илеççĕ - вăл мĕн чухлĕ нумайрах, çавăн чухлĕ кашни çулшăн паракан пенси коэффициенчĕ те пысăкрах.

РФ Пенси фончĕн Элĕкри управленийĕн ертÿçи Алина Поклакова тата унăн çумĕ Виктор Кротов пенси виçи кашни çыннăн тĕрлĕрен пулнине, çавăнпа та ÿсĕмĕ те уйрăлса тăнине каларĕ. Пирĕн районта 5789 пенсионер шутланать. Вĕсенчен 5188-шĕн ĕç пенсийĕ ÿснĕ. Урăхла каласан, пенси 11,4 процент чухлĕ хăпарнă. Ватлăхпа тивĕçлĕ канăва тухнисен вара пенси 1063 тенкĕ хăпарнă. Тивĕçлĕ канурисем вăтамран 10218 тенкĕ илеççĕ. Инвалидноçпа тивĕçлĕ канăва тухнисен пенсийĕ 632 тенкĕ, тăрантаракана çухатнисен 700 тенкĕ хăпарнă.

Район администрацийĕн социаллă   хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Галина Григорьева пухăннисене социаллă пулăшу памалли тĕп енсем çинче чарăнса тăчĕ. Хĕрарăмсем 37 çул та 6 уйăх, арçынсем 42 çул та 6 уйăх ĕçлесен «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçме пултарни çинчен каларĕ. Çак саккун кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Унсăр пуçне Галина Михайловна тивĕçлĕ канурисене сывлăхĕсене çирĕплетме кайма путевкăсем пани çинчен те аса илтерчĕ.

Пухăннисене тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарчĕ. Раççей Пенси фончĕн Чăваш республикинчи уйрăмĕн управленийĕн ĕçченĕсем кашнинех тивĕçлĕ хуравсем пачĕç.

 

Ярмăрккăра йÿннине туянар

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнусен мониторингĕ тата ку енĕпе татса памалли ыйтусем çинчен канашлу ирттерчĕ. Унта районти право органĕсен представителĕсем, суту-илÿ тытăмĕнче вăй хуракан предпринимательсем хутшăнчĕç.Пурне те хумхантаракан ыйтăва сÿтсе яврĕç. Апат-çимĕç хакĕсем пирки сăмах пычĕ.

- Социаллă пĕлтерĕшлĕ 40 апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене сăнасах тăратпăр. Ку енĕпе эрнесерен мониторинг ирттеретпĕр. Хăш-пĕр таварсен хакĕсем         йÿнелни палăрать, çав хушăрах хакланнă тĕслĕхсем те пур. Сăмахран, шăнтнă пулă, улма-çырлапа пахча çимĕç хакĕсем ÿсни курăнчĕ, - терĕ Лидия Михайловна.

Вăл «Надежда», «Вавилон», «Русь» суту-илÿ предприятийĕсен ертÿçисене, Терентьев предпринимателе тата ыттисене те социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене питех хăпартмалла марри çинчен асăрхаттарса каларĕ.

Паллă ĕнтĕ, 2015 çулхи нарăсăн1-мĕшĕнчен шурă эрех йÿнелнĕ. Ку алкоголь продукцийĕн хакне малашне те 220 тенкĕрен ÿстермелле марри çинчен калаçса татăлчĕç предпринимательсем.

- Республикăри хуласемпе районсенче «Йÿнĕреххине туян» ятпа ярмăрккăсем иртеççĕ. Ку пархатарлă ĕçе элĕксен те хутшăнма май пур. Элĕк пасарĕнче ятарласа площадка уйăрса «Йÿнĕреххине туян» вывеска çакар. Унта халăха куллен кирлĕ таварсем сутассине йÿнĕрех хакпа йĕркелер, - ырă хушу пачĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Лайăххине, усăллине пурнăçа мĕншĕн кĕртес мар-ха; Районти суту-илÿ тытă- мĕнче вăй хуракан предпринимательсем Лидия Михайловна каланине ырласа йышăнчĕç. Элĕк ярмарккинче хăйсен таварĕсене йÿнĕрех хакпа сутма килĕшрĕç.

«Йÿнĕреххине туян» ятпа ярмăркка йĕркелес ыйтăва пăхса тухнă май, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсене «Йÿнĕреххине туян» девизпа сутасси Элĕк салинчи Пушкин урамĕнче кĕçнерникунсерен иртет. Икĕ тÿлевсĕр вырăн уйăраççĕ, пĕри ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене пахча çимĕç тата çĕр улми сутма. Ятарласа шăпа янипе килĕшÿллĕн хăйĕн продукцине чи малтан 2015 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче З.А.Позинова уйрăм предприниматель реализацилет. Иккĕмĕшĕ - ООО «ВММ», виççĕмĕшĕ - Элĕкри райпо, тăваттăмĕшĕ - ООО «Русь», пиллĕкмĕшĕ - «Паркер-Н», улттăмĕшĕ - В.Н Терентьев предприниматель, çиччĕмĕшĕ - ООО «КомпАС».

Канашлу ĕçне районти полици пайĕн начальникĕн çумĕ Н.Митрофанов, район прокурорне пулăшакан А.Большова хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Вĕсем суту-илÿ йĕркине çирĕп пăхăнмаллине, таварсен хакĕсене сăлтавсăрах ÿстерсе ямалла маррине палăртрĕç.



25 февраля 2015
14:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter