Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсен кулленхи ларăвне ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсен кулленхи ларăвне ирттернĕ. Пухăннисем уй-хир ĕçĕсемпе  çыхăннă ĕç хучĕн  йышăнăвне çирĕплетсе хăварнă. 2015 çулта уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленни çинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ  Сергей Павлов  тĕплĕн чарăнса тăнă.  Министр пĕлтернĕ тăрăх, акса хăвармалли çĕр лаптăкĕсем 565 пин гектар, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 5,6 гектар ытларах пулнине асăннă. Çитес çулхи тырпул валли ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен, фермер хуçалăхĕсенче кĕрхи культурăсем акса хăварнă, кăтарту пĕлтĕрхинчен ытларах пулни пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Акса хăвармалли вăрлăхсене 49 пин тонна хатĕрлесе çитернине палăртнă. Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексне Кăçалхи çул патшалăх енчен парса тивĕçтермелли пулăшăва халлĕхе пурĕ 2,23 млрд тенкĕ пăхса хăварнă, федераци  бюджетĕнчен 1,42 млрд тенкĕ куçарма пултарĕç, республика хыснинчен 807,2 млн. тенкĕ (2014 çулхи лимитран 97 процент). Паянхи кун тĕлне ял хуçалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансене субсиди мелĕпе пурĕ 198,4 млн тенкĕ куçарса панă (2014 çулхипе танлаштарсан  тăватă хут  ытла пулăшу кӳнĕ). Кунсăр пуçне Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетме, паха йышши элита вăрлăхсене туянма куçаракан укçа-тенкĕне 2015-мĕш çулта республикăри районсем хушшинче пайласа тивĕçтермеллин йышăнăвне те çирĕплетнĕ. Калăпăр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пурĕ 13,6 млн  тенкĕлĕх субсиди пăхса хăварнă.  Чăваш Республикинчи патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе  тивĕçтерессин пахалăх шайне ӳстерессине тимлекен Комисси йĕркелени çинчен йышăнăва пăхса тухса килĕшнĕ.  Кун йĕркинче транспортсемпе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă. Троллейбуспа уйăх çӳреме ирĕк паракан билетсен хакĕ 7,7 процент чухлĕ ӳсет. Ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



25 февраля 2015
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter