Крым Республикинче икĕ регионти экономикăпа суту-илӳ, наукăпа техника, социаллă тытăмпа культура çыхăнăвне анлăлатас енĕпе йышăннă Килĕшĕве пурнăçа кĕртмелли план йĕркине алă пусса çи­рĕплетнĕ

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Крым Республикинче. Паян Симферополь хулинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан чăваш делегацийĕ Крым Республикин Министрсен Канашĕн Председателĕпе Сергей Аксёновпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче икĕ регион хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес ыйтусене сӳтсе явнă. Çавăн пекех республикăсем хушшинчи экономикăпа суту-илӳ, наукăпа техника, социаллă тытăмпа культура çыхăнăвне анлăлатас енĕпе йышăннă Килĕшĕве пурнăçа кĕртмелли план йĕркине алă пусса çи­рĕплетнĕ. Асăннă ĕç хучĕ малашне тата та тачăрах çыхăнса ĕçлеме, пĕр-пĕрне промышленноç, ял хуçалăх таварĕсемпе тивĕçтерме, хыпарсемпе ыл­машăнма тата та ытти ĕçе пурнăçлама майсем уçать. Кунсăр пуçне, паян Крым Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Елена Романовская тата Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба ертӳçин ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Викторов халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен калакан икĕ регион хушшинчи килĕшĕве алă пуснă. Палăртма кăмăллă тата тепĕр пулăм та пулса иртнĕ. Крымра иртекен ĕçлĕ визит вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарпа Феодоси хули, Чăваш Республикинчи Патăрьел район администрацийĕпе Крым Республикинчи Бахчисарай районĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытасси çинчен калакан ĕç хутне те алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех



26 февраля 2015
12:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter