Экономикăри, социаллă пурнăçпа культура сферисенчи ĕçлĕ çыхăну Турципе Чăваш Ен хушшинче çулсерен вăй илсе пырать

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи По­сольствинче Чăваш Республики йĕркеленĕ презентацие хутшăннă. Паллă пулăма Федераци Канашĕн Халăхсем хушшинчи хутшăнусене йĕркелесе пыракан комитечĕн председателĕ Константин Косачев, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ министрĕ  Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полно­мочиллĕ представителĕ Леонид Волков, республикăри предприятисемпе организацисен ертӳçисем хутшăннă. Презентаци пуçланиччен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Турци Республикин Черезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Умит Ярдым господинпа тĕл пулнă. Турци çыннисем Чăваш Республикин хыпарĕсемпе паллашнă, чăваш апат-çимĕçне тутанса пăхнă, кĕмĕл саслă юрăçсен пултарулăхне курса савăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Атăлçи тăрăхĕнче пĕр тан лайăх аталанса пыракан регион пулнине палăртнă, пуçаруллă предпринимательсем валли бизнеса аталантарма çителĕклĕ условисем пулнине каланă. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел батарейисен производстви Раççейре пуçласа хута кайрĕ. Чăваш Ен ют çĕршыври партнерсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, кунта инвесторсене нумай çул хушши аталанса пыма меллĕ, пĕр сăмахпа каласан, мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ экономикăри, социаллă пурнăçпа культура сферисенчи ĕçлĕ çыхăну Турципе Чăваш Ен хушшинче çулсерен вăй илсе пынине асăннă. «Юратнă Раççейри Чăваш çĕршывĕ яланах ырă та уçă регион», - тесе  пĕлтернĕ хăй шухăшне Михаил Игнатьев. Федераци Канашĕн Халăхсем хушшинчи хутшăнусене йĕркелесе пыракан комитечĕн председателĕ Константин Косачев Раççее çакăн пек пысăк та илемлĕ пулма регионсем пулăшнине палăртнă. Паллах, кашни халăх хăйне евĕр. Вĕсем пĕр-пĕринчен пуян ăс-хакăл тĕнчипе уйăрăлса тăраççĕ. «Чăваш Ен çĕр айĕнчи пурлăхсемпе пуян мар, вĕсем пачах çук тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл ĕçчен те сăпайлă, хастар та пултаруллă çынсемпе пуян пулни никамшăн та вăртăнлăх мар. Республика çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пырассипе лайăх ĕçлет. Чăваш Республикин ертӳлĕхĕ пур тытăмра тăрăшакан предпринимательсемшĕн те кирлĕ пек пĕр тан условисем йĕркелесе парассипе çӳллĕ шайра ĕçлесе пыни куçкĕретех. Турци çыннисем Чăваш çĕрĕнче хăйсен бизнесне аталантарма шутлани питĕ вырăнлă. Эсир куншăн нихăçан та ӳкĕнмĕр», - тесе палăртнă мĕнпур хăна умĕнче Константин Косачев. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ министрĕ Владимир Аврелькин экономика тытăмĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсем çинче чарăнса тăнă. Курава «Техмашхолдинг» ТМЯО, «Агромашходинг» ТМЯО, «Шупашкарти электроаппарат завочĕ» АХО,  «Гален» ТМЯО, «Элкон» ТМЯО (тулли мар яваплă обществăсем) тата ытти хăш-пĕр лайăх ĕçлесе пыракан предприятисем хутшăннă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн пек курава йĕркелесе ирт­терме ирĕк панăшĕн хăнасене тав сăмахĕсем каланă. Умит Ярдым господин пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашас тĕлĕшпе чăваш делегацине çитес вăхăтрах Турцие хăнана чĕннине пĕлтернĕ.Тĕплĕнрех

 

 



26 февраля 2015
10:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter