Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Крым Республикинче пулнă май, предприятисен ĕçĕпе паллашнă

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Крым Республикинче. Кунта вăл «Симферопольти электротехника завочĕ» тулли мар яваплă пĕрлешӳ калăпласа кăларакан таварсене тишкернĕ. Кăçал предприяти 70 çул тултарать. Çак предприятире ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 12 пин те 570 тенкĕ шайĕнче пулнă. Михаил Игнатьев завод ертӳçипе курнăçнă самантра малашне Чăваш Республикинчи предприятисен таварĕсене вĕсем патне илсе çитересси пирки сăмах хускатнă. Хыççăн республика Пуçлăхĕ «Крымтеплица» пĕрлешĕве çитсе килнĕ, теплицăра çитĕнекен пахча-çимĕç культурисемпе паллашнă. Предприяти 24 гектар çĕр çинче çулталăкне 24 тонна çимĕç пуçтарса илет, ĕçлекенсен уйăхри шалу укçи вăтамран 18 пин тенкĕпе танлашать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Крымтеплица» футбол клубĕн стадионне çитсе курнă. Кунта ытларах профессионаллă клубсенче  вăй хуракан спортсменсем аренда шучĕпе хăйсен ăсталăхне туптама ирĕк илеççĕ. Симферопольти предприятисен ĕçĕпе паллашнă хыççăн делегаци Крымри чăваш диаспорин представителĕсемпе тĕл пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  пухăннă хăнасем умĕнче тухса калаçнă май чи малтанах Крым Республикин Пуçлăхне Сергей Аксенова çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн чĕререн тав тунă. Михаил Игнатьев Крымра пурăнакан ентешсене ырă та чаплă Чăваш çĕрне, тăван кĕтесе, килсе курма йыхравланă. «Чăваш Енри халăх Крым йышăнăвне ăша хывса пĕр сасăллă пулчĕ. Халĕ пĕрле туслă пурăннине нимĕн те çитмест. Уявсене, хăнана килсе çӳрĕр. Эпир сире яланах ырă кăмăлпа кĕтетпĕр. Чăваш Ен лайăх аталанса пырать,  халăх ыранхи куна шанса тата савăнса пурăнать.  Юлашки виçĕ çулта çуралнă пепкесен хисепĕ ӳссе пыни пире питех те хавхалантарать. Пĕр сăмахпа каласан, çынсене республикăра пурăнма мĕнпур услови те çителĕклĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Уяв каçĕ хаваслă юрă-ташăпа вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



27 февраля 2015
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter