Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Крым Республикинче

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Крым Республикинче. Паян Пуçлăх Севастопольте хула ертӳлĕхĕпе тĕл пулĕ, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе тата экономикипе паллаштаракан презентацие çитсе курĕ. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен 2014 çулта Сочире çирĕплетнĕ Килĕшӳ мероприятийĕсен планне те алă пусма палăртнă. Çак кунах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулара Музей ĕçĕпе паллашĕ, Севастополь хулинче хĕсметре тăракан Чăваш Ен яшĕсемпе, кунти чăвашсен ентешлĕхĕпе тата казаксен представителĕсемпе тĕл пулĕ.

 



27 февраля 2015
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter