Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин ялавне парса чысланă

 

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствине торжествăлла майпа ялава чысланă мероприятие хутшăннă. Асăннă пулăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Уява Чăваш Енĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем, хăйсен пуян опытне полицейскисен çамрăк ăрăвне паракан право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсем, граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене хӳтĕлес ĕçре хăйсен служба тивĕçне чыслăн пурнăçласа сарăмсăр пуçне хунă салтаксен  тăлăха юлнă мăшăрăсем,   Чăваш Республикинчи ШĔМ çумĕнчи Общество канашĕн членĕсем, кадетсем тата та ытти çынсем пуçтарăннă. Раççей ШĔМĕн договорпа право департаменчĕн пуçлăхĕ, шалти службăн генерал-лейтенанчĕ Александр Авдейко пухăннисем умĕнче официаллă символ-ялава  республикăри шалти ĕçсен  министрне Сергей Семёнов генерал-майора парса чысланă, РФ Президенчĕн Грамотине панă. Александр Авдейко  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви право йĕркине сыхлассипе, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, вĕсен интересĕсемпе прависене хӳтĕлессипе çыхăннă кăткăс тата питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçе çӳллĕ шайра пурнăçланине палăртнă. «Чăваш Енĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем хăйсен служба тивĕçĕсене пысăк ăсталăхпа тата яваплăха туйса хăйсен пурнăçне шеллемесĕр чыслăн пурнăçлаççĕ. Регион ертӳлĕхĕ асăннă тытăмри ĕçтешсене хастарлăн пулăшнине кура,  оперативлă лару-тăру лайăх шайра пулни паха. Республикăра 2014 çулта йывăр преступленисем тунă тĕслĕхсен хисепĕ чакни аван. Паллах, çак ĕçре хӑйсен пуян опытне полицейскисен çамрăк ăрăвне паракан право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсем те пулăшу кӳреççĕ», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Правительство ячĕпе çак паллă пулăмпа саламланă май, обшествăри социаллă пурнăçпа экономика тата политика тăнăçлăхĕ, ăна преступла тапăнуран хӳтĕлес лару-тăру, çынсем малашлăхалла шан­чăклăн пăхасси ытларах чухне полицин лайăх ĕçĕнчен килнине палăртнă. Кулленхи служба ĕçĕнче ăнăçусем, чун çирĕп­лĕхне­, телей  тата  ырлăх суннă.  Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен  министрĕ Сергей Семёнов генерал-майор ялавăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулни çинче чарăнса тăнă. Ăна яланах чыслăн тытса пымаллине, хисепе çухатма юраманнине палăртнă. Пухăннă уяври çынсене Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен тата шалти çарсен ветеранĕсен общество организацийĕн председателĕ Михаил Киселев та саламланă. Тĕплĕнрех



27 февраля 2015
16:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter