Севастопольте Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе тата экономикипе паллаштаракан презентаци иртнĕ

 Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Крым Республикинче. Паян Севастопольте Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе тата экономикипе паллаштаракан презентаци иртнĕ. Паллă пулăма уçнă май, Севастополь Правительствин Председателĕн – Губернаторĕн çумĕ Алексей Еремеев хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн регионĕсен пулăшăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.  «Эпир Раççейĕн ытти регионĕсенчен килекен хăнасене яланах тарават. Пирĕн патне тăтăшах чăннипех те ырă кăмăллă, таса чунлă, хăйсен ĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пыракан влаç органĕсенче тăрăшакансем, бизнес-пĕрлешĕвĕсен представителĕсем килеççĕ. Ĕçсем малашне те ӳсĕмлĕн аталанса пырасса шанатпăр», - тенĕ Алексей Еремеев. Тăванла Чăваш Ен халăхĕ ячĕпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Севастопольте пурăнакансене ырă суннă, вырăс çар мухтавĕпе чапĕ шутланакан хулара – Севастопольте пулма питех те кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Малашне икĕ регион хушшинчи çыхăну тата та çирĕппĕн аталанса пырса республикăсен социаллă пурнăçĕпе экономики çине ырă витĕм кӳрессе палăртнă. «Пирĕн тĕллев – граждансен пурнăç шайне лайăхлатса пырасси. Çынсен ыранхи куна кĕтсе ырă туйăмпа пурăнас килтĕр. Çирĕп çемьесем чăмăртанччĕр, мăшăрсем таса юратупа пурăнса пĕчĕк пепкесем парнелеме пултарччĕр», - тесе пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



27 февраля 2015
13:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter