Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлекен ертӳçĕсемпе - тĕп врачсемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлекен ертӳçĕсемпе - тĕп врачсемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулхи ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, 2015 çулта приоритетлă тĕăллевсем палăртса хуни çинчен пĕлтернĕ. «Пирĕн паян хальхи пурнăç таппине хăнăхса пымалла çеç мар, хамăр ума кăларса тăратакан йывăрлăхсене пур те пĕрле хар тăрса татса пама пĕлмеле, кăткăс лару-тăрусенчен хăвăрт тухма тăрăшмалла. Эпĕ, хам енчен шансах тăратăп, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хуракансем, яланах йывăрлăхсене сирсе яма хатăр. Мĕншĕн тесессĕн сирĕн паха опыт куç умĕнчех. Сирĕн çирĕпленнĕ ĕç коллективĕсем аван ĕçлесе пыраççĕ, хăйсен ĕçне яваплăха туйса ĕçлени те никамшăн та вăртăнлăх мар», - тесе хăй шухăшне уççăммăн каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сывлăх сыхлавне модернизацилеме пуçланăранпа сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланнă, вĕсен ĕçне  5 млрд. тенкĕ патнелле янă,  2800 тĕрлĕ хатĕрсем туяннă. Ĕçне кура, хисепĕ те куç умĕнчех. Уйрăм чир-чĕрсемпе чирлесе вилекенсен хисепĕ чакни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсен пурнăнаслăхĕ ӳснин кăтартăвĕ савăнтарать. Медицина пайĕнче пысăк технологипе усă курса ĕçлени çав тери аван. Кулленех çĕнĕ объектсем хута каяççĕ, пĕрремĕш пулăшу парас ыйту çеç кăштах ансатрах пулса пырать. Ку енĕпе районсенче, ФАПсенче ытларах тимлĕх уйрма тытăнмалла. «Сирĕн чăннипех те хăвăрăн ĕç çине тепĕр енчен пăхма пуçламалла. Çакна çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси пĕр пек шайрах тăни çирĕплетет. Пĕр енчен илес пулсан, эпир сахал мар ĕçсем йĕркелесе ирттернĕ, тепĕр енчен илес пулсан, пур-пĕрех медицина пулăшăвĕпе халăх кăмăлсăр юлни сисĕнет. Сипленме пыракансен хăйсен тухтăрĕсене шанмаллла. Кашни сывлăх сыхлавĕнче тимлекен, е вăл ертӳçĕ е вăл ахаль специалист кăна, пур-пĕрех çынсен сывлăхĕшĕн чуна парса тăрăшса ĕçлемелле», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ Мхаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану мнистрĕ Алла Самойлова, çакăн пек ырă тĕл пулăва хатĕрлесе ирттерме витĕм кӳнишĕн Михаил Игнатьева тав тунă. Министр хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи çул валли лартнă тĕллевсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Калăпăр эмельсен ыйтăвĕсем пирки сăмах пуçарнă. Хальхи вăхăтра республикăра импорт эмельсене хаклăрах ыйтнине асăннă. Çакна пула, халăх ыйтăва хускатса, тĕрлĕ сас хура çӳреттерет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурнăçра кирлĕ чи лайăх эмельсен хакне ӳстерме юраманнине асăннă, сăмаха май, импорт эмельсем вырăнне хамăр тăрăхра калăпланакан таварсене ытларах халăх хушшинче сармаллине палăртнă. Çынсем эмельсен тытăмне тепре чухне вуласа пĕлмесĕрех, хаклă хакпа туянма пăхаççĕ. Кун пек пулассинчен граждансене вăхăтра çĕнĕ хыпарсемпе пĕлтерсех тăмалла. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли ыйтусене те сӳтсе явнă. Чăваш Енре пурăнакансем медицина пулăшăвĕпе кăмăллă е кăмăлсăр пулни пирки те ыйтăва тишкернĕ. Тĕплĕнрех 



03 февраля 2015
17:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter