Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство тытăмĕнче вăй хуракан ертӳçĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство тытăмĕнче вăй хуракан ертӳçĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Республика пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче строительство отраслĕн ĕçченĕсене объектсен строительствине тата территорисене тирейлессине хутшăнакан, илем тата хăтлăх кӳрекен мĕн пур çынна тухăçлă ĕçшĕн чунтан тав тунă. Вĕсене пула, юлашки çулсенче çак асăннă пай пĕр тан пысăк ӳсĕмсем кăтартса пынине каланă. «Эпир çĕнĕ предприятисем хута ятăмăр. Эпĕ, чăннипех те çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕрсе пынишĕн савăнатăп, мăнаçланатăп. Эсир производствăсене хута ярса, çĕнĕ таварсем калăплассипе тимлетĕр, вĕсене паян, нимĕн пытармасăрах, ӳстермесĕрех палăртса хăварма пулать, республикăра çеç мар, республика тулашĕшче пурăнакансем те тăтăшах ыйтни паха.  Сирĕн çулсерен пухнă паха опыт, куллен тухса тăракан йывăрлăхсене сирсе яма пулăшассине шанатăп. Хăвăрăн паха таварсене вырнаçтарас ĕç малалла та хальхи пурнăç таппинчен юлса пымĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Енри строительство тытăмĕнчи ĕç-хĕлпе Чăваш Республикин строительство министрĕ, вăлах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Олег Марков тĕплĕн паллаштарнă.  Республикăн строительство отраслĕнче ӳсĕм палăрнине каланă. "Строительство" ĕç-хĕл енĕпе пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 2012 çулта 28400,1 млн тенкĕпе танлашнă, 2013 çулта 32033,5 млн тенке çитнĕ. 2014 çулта "Строительство" ĕç-хĕл енĕпе 36,15 млрд. тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, иртнĕ çулхи çак тахăрти шайлашуллă хаксемпе ку 112% танлашать. «СУОР» ООО, «СУ-Инкост» ООО, «Фирма «Старко» ООО, «Стройтрест №3» АХП, «СМУ-58» ООО, «СМУ-56» ООО,   «СУ-20» ООО тата ытти хăш-пĕр строительство организацийĕсем хăйсен строительство монтаж ĕç калăпăшĕсене ӳстерни пурне те савăнтарать.  Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас сферăра пысăк ĕç пурнăçланнă. Хута янă объектсем çинчен калакан даннăйсен пĕрлехи бази йĕркеленет, çакă иккĕмĕш хут шута илессине тата туса лартнă пурăнмалли çурт-йĕр çинчен пĕлтерекен сведенисене пăсса кăтартассине сирме май парать. Социаллă хӳтлĕхсĕр граждансен ушкăнĕсене пулăшу парас ĕç палăрмаллах вăйланнине каланă министр. Республика хăйĕн укçи-тенки шучĕпе кăна тăлăх ачасен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма каякан тăкаксем валли укçа-тенкĕ уйăрассине, çамрăк çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр туянассине субсидилессине, нумай ачаллă çемьесене çав тĕллевсемпех паракан укçа-тенкĕ шутне ӳстернине уйрăммăн палăртса каланă. Пĕтĕмĕшле илсен, асăннă категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма уйăракан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ пысăкланни никамшăн та вăртăнлăх мар. Пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма ипотека кредичĕсем уйăрса парасси аталанать. Ишĕлекен тесе йышăннă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен граждансене урăх вырăна пурăнма куçарас ĕç хастар пырать. Программа темиçе тапхăрпа пурнăçланать. 2014 çулта республика "Раççей çемйи валли кил-çурт" программăна хутшăнакансен йышне кĕнине те аса илсе хăварнă министр. Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, Чăваш Республики çурт-йĕрсем хута ярассипе малтисен вырăнĕнче тăни çав тери лайăх кăтарту. 2013 çулхипе танлаштарсан, 2014 çулта республикăра  нумай хваттерлĕ çурт 458 пин кв.м хăпартса лартнă, 125 процентпа танлашать. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса ĕçленсе пынине кура, республикăн тĕп хулинче халиччен пулман ĕçсене йĕркелеме май килнине асăннă. Çурт-йĕрсен калăпăшĕ уссе пыни никамшăн та вăртăнлăх мар, пурин кăмăлне те çĕклесе ярать. Çĕрсемпе пĕлсе усă курнине кура,  тата та вăйлăрах ӳсĕмсем тума май панине палăртса хăварнă ертӳçĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕр-шыври экономикăри пĕр тан атланса пыман тапхăр, пуласлăха вăй илсе пыма чăрмав кӳме пултарасса палăртнă. Тен çавăнпа та пулĕ, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаç тата бизнеса алла- аллăн тытăнса ăнланса ĕçлесе пыма сĕннĕ. Кашни утăма пĕлсе кирлĕ пек туса пымаллине каланă. Влаç тытăмĕнче вăй хуракансем малашне те строительствона аталантарса пырасси çине витĕм кӳрссине шантараççĕ. Палăртнă ĕçсем вăхăтра пурнăçа кĕрсе пыччĕр тесессĕн, ĕç хучĕсене вăхăтра кирлĕ пек йĕркене кĕртсе пыма пĕлмелле. Канашлура строительство организацийĕсен ертӳçисем тĕрлĕ ыйтусем хускатнă.  Паянхи лару-тăру вĕсен тытăмĕшĕн йывăрлăх кăларса тăратмĕ-ши тесе ыйтнă. Тĕрлĕ банксен  ертӳçисем кредитсем илессипе çыхăннă ĕçсем тавра сăмах пуçарнă.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев банк ĕçченĕсемпе строительство енĕпе тимлекен бизнесменсене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каланă. Тĕплĕнрех



03 февраля 2015
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter