Элĕк районĕ: предпринимательсен шкулĕ ĕçлерĕ

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма майсем туса парасси патшалăх политикин приоритетлă задачисенчен пĕри. Çак тĕллевпех кăрлачăн 30-мĕшĕнче «Меркурий» бизнес-инкубаторта «Çамрăк предпринимательсен шкулĕ» вĕренÿ семинарĕ иртрĕ. Унта Элĕкри вăтам шкулта пĕлÿ илекен 10-11-мĕш классем хутшăнчĕç. Мероприятие «Чувашия молодая» республикăри çамрăксен обществăлла организацийĕ тата Элĕк район администрацийĕ йĕркеленипе иртрĕ. 100-е яхăн вĕренекен тренингсене хутшăнчĕ, лекцисем итлерĕ.

Семинар ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика, ял хуçалăх, строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ Лидия Никитина хутшăнчĕ. Семинар пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Элĕк районĕнче çамрăк предпринимательсен клубне йĕркелессипе çамрăксен ушкăнĕ йĕркеленчĕ.



03 февраля 2015
16:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter