Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Республика Пуçлăхĕ районти 1№-лĕ больница ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Кунне асăннă учреждени харăсах 1650 çынна йыщшăнма пултарать. Кунĕ-çĕрĕпех сипленме 180 койка вырăн хатĕр тăратаççĕ, вĕсенчен кăнтăрлахи тапхăрпа сиплеме 95 койка вырăн тытса тăраççĕ.  Ку больницăрах онкологи чирне те пăхса тăрассипе тимлеççĕ, пĕр сăмахпа каласан - сипленме пур услови те çителĕклĕ таран. «Фармация» ГУП аптека больница территорийĕнче вырнаçнă. Кунта Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева пурнăçра чи кирлĕ эмелсене кăтартнă, вĕсен хакĕсем пирки каласа панă. Паллах, палăртса хăвармалла, сипленмелли эмельсен хакĕсене патшалăх палăртать. Халăх вĕсем çинчен кирлĕ пек хыпара пĕлсех тăма тăрăшать.  Республика Пуçлăхĕ Раççейре калăпланса тухакан сипленмелли таварсем пирки çынсене вăхăтра пĕлтермеллине, вĕсен хакĕсене те ӳснипе ӳсменнине систерсех тăма хушнă. Паян, асăнса хăвармалла, пирĕн тăрăхра калăпланакан эмельсен хакĕсем пуриншĕн те вăртăнлăх мар, пĕчĕкрех пулни пархатарлă. «Пурсăмăрăн та пĕр тĕллев, халăха пысăк хакпа эмельсемпе тивĕçтерессинчен хăтарасси», - тесе çирĕппĕн пухăннисем умĕнче асăрхаттарса каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану мнистрĕ Алла Самойловăпа районти больницăн тĕп врачĕ Владимир Дубов васкавлă пулăшу памалли ятарлă пӳлĕмпе паллаштарнă. Кăнтăрла ĕçлекен стационара кунне 16-20 пациент çӳрет. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев учрежденире ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. «Юлашки 5 çул хушшинче сывлăх сыхлавĕн тытăмне 5 млрд. тенкĕ ытла тăкакланнă. Каламасăрах паллă, районсенче вырнаçнă сиплев учрежденийĕсем илемлĕ курăнса лараççĕ. Вĕсенче сипленекенсем валли пур хатĕр те пурри куçкĕретех. Тепĕр тесен, хулари больницăсенчен те районти учрежденисем хăтлăрах. Анчах та, халăх пур-пĕрех медицина пулăшăвĕсемпе кăмăллă пулманни сисĕнет. Кашни специалист,  врач хăйĕн ĕçне пĕлсе туллин кирлĕ пек пурнăçламалла, хăйсем патĕнче сипленекенсен кăмăлне ларма тăрăшмалла, вĕсемпе чунран калаçни те тепĕр чухне темĕнле хаклă эмельрен те сиплĕрех. Паян çакна кашнин туймалла», - тесе хăй шухшне палăртса каланă Михаил Игнатьев. Кукеçри лицей ĕçĕпе те кăсăкланнă хăнасем. Çак вĕренӳ учрежденийне 1988 çулта уçнă. Хальхи вăхăтра куллен кунта ăс пухма 1010 вĕренекен çӳрет,  9 ачана 1 компьютер тивет. Хальхи пурнăç таппипе тӳр килсе ĕçлеççĕ вĕрентекенсем. Журналсемпе дневниксене пĕтĕмпех электронлă майпа йĕркелесе пыраççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вĕренес текенсем валли пур те çителĕклĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лицейре чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен класра пулнă, кунта К.Иванов писатель пултарулăхне халалласа урок ирттернĕ пулнă. 8-мĕш классра вĕренекенсем вара LEGO еплерех пуçтарни çинчен какласа кăтартнă.   Ĕçлĕ çул-çӳреве вĕçленĕ май, Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ уяв мероприятийĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ Лицейре чăннипех те ачасемпе вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем хушшинче çирĕп çыхăну пуррине асăрханă. Вĕсем тăрăшса ĕçленине палăртнă. Кунти ачасене лайăх кăтартусемпем палăрнишĕн тав тунă, Раççей шайĕнче  иртекен конкурссенче хутшăнса,  Чăваш Ен чысне чапа кăларма пулăшнишĕн ырласа хăварнă. Маттуррисене вара яланхиллех стипендие тивĕçнисене, свидетельствăсем парса хавхалантарнă. Лицейре вĕренекен Кирилл Александров республика Пуçлăхне çакăн пек ырăпа асăнса тав тунишĕн савăнса чĕререн пуç тайнă. Вĕсем малашне те  çĕнĕ çитĕнӳсемпе палăрма шантарнă. Тĕплĕнрех



04 февраля 2015
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter