Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Тав çырăвĕсем килсе çитнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе  Хĕрлĕ ялавлă Тĕп çар округĕнче çарсемпе ĕçлесе ертсе пыраканĕнчен, генерал-полковникран  Владимир Зарудницкийĕн Тав çырăвĕ килсе çитнĕ.  2014 çулта кĕркунне çара кайма салтаксене аван йĕркелесе тăратнишĕн ырлса çырнă. «Çар  комиссариачĕн уйрăмĕнче, шалти ĕçсен пайĕнче тимлекен ĕçчешсем, республикăри хуласемпе районсен администрацийĕсенче вăй хуракан пуçлăхсем, çара яш-кĕрĕме ăсатма ĕçсене тивĕçлипе йĕркелеме пуăшнисем, хăйсене шанса панă ĕçсене кирлĕ пек пурнăçланишĕн, чăннипех те хисепе тивĕç. Тĕп çар округĕнчи Çар канашĕн ячĕпе тата хам ятран ятарласа, Сире çакăн пек пысăк яваплăха туйса ĕçлесе пынишĕн пĕтĕм чунтан ырласа тав сăмахĕ калатăп. Чăваш Республикинчи çар комиссариатне пархатарлă витĕм кӳрсе  ĕçре пулăшнишĕн хисепе, Эсир хăвăрăн тĕслĕхĕрпе тивĕç.   Малашне те Раççей Федерацийĕн Президенчĕ тата Правительстви пирĕн ума лартнă тĕллевсене кирлĕ пек шайра пурнăçласа пырассине, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессине те шанатпăр. Граждансене çар ретне тăратасси малалла та лайăх пулса пырассине ĕненетпĕр», - тесе çырнă çырура.

Тата çакăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьев патне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Бюджет тата налуксен енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Надежда Максимовăран та Тав çырăвĕ килнĕ. Шупашкарта кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Раççей финансисчĕсен пĕрлешĕвĕ» коммерци тĕллевĕллĕ мар пайташлăх ларăвĕ иртрĕ. Унта РФ Финанс министерствин нумай вăхăтлăх стратегийĕн департаменчĕн директорĕн çумĕ Алексей Бирюков, Чăваш Республикин патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертӳçисем, РФ субъекчĕсен финанс органĕсен представителĕсем хутшăннă пулнă. Çак мероприятие çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнишĕн ырласа çырнă. РФ Финанс министерствин нумай вăхăтлăх стратегийĕн департаменчĕн директорĕн çумĕ Алексей Бирюков, ЧР патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертӳçисем, РФ субъекчĕсен финанс органĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. «Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин представителĕсем, РФ Финанс министерствинчен ĕçчешсем 2015-2017 бюджет енĕпе çыхăннă ыйтусем тавра сăмах хускатнă. Уйрăмах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Çумĕ – финанс министрĕ Светлана Александровна Енилина хăйĕн ырă ĕçĕпе пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Чăннипех те хăйне шанса панă ĕçе яваплăха туйса ĕçлени куçкĕретех. Ларăва ăнăçлă ирттерни – унăн пысăк витĕмĕ. Кунсăр пуçне тата С.А.Енилина республикăн бюджет шайлашăвне туса хурасси çинчен питĕ ăста каласа кăтартрĕ. Çак асăннă мероприятие ирттернĕ хыççăн кулленех тав сăмахĕсем, ырăпа асăнса çырнисем сахал мар пирĕн пата килеççĕ. Мероприятие хутшăннисем пысăк хак параççĕ иртнĕ пулăма», - тесе çырать хăйĕн Тав çырăвĕнче Надежда Максимова.

Тепĕр çыру та килсе çитнĕ. Ăна «Ырă çĕршыв» ыркăмăллăх Фондчĕ 2014 çулта пулăшу кӳнишĕн Чăваш Ен Пуçлăхне тав туса çырнă. «Эпир иртнĕ çулта сахал мар ĕçсем йĕркелерĕмĕр. Малашне те пĕрне-пĕри пулăшса çитĕнӳсем тăвассине шанатпăр», - тесе çырать Фонда йĕркелесе яраканĕ Е.В. Корчагин.

.



05 февраля 2015
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter