Тăвай районĕ: ял вулавăшĕ

   Эльпуçĕнчи ял библиотеки яланах халăх интересне тĕпе хурса ĕçлет, вĕсен ыйтăвĕсене  май килнĕ таран туллин тивĕçтерме тăрăшать. Паянхи кун компьютер технологийĕсем анлă сарăлса халăх пурнăçне çирĕп кĕрсе пыраççĕ пулин те, ял библиотекин тĕп тĕллевĕ - вулакансене кĕнекепе тивĕçтересси, ăна халăх хушшине сарасси.

        2015 çул Раççейре Литература çулталăкĕ пур енчен илсен те пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен кĕнеке – халăх ĕмерĕн пуянлăхĕ. Чăваш Енре вара вилĕмсĕр аслă поэтăмăр «Нарспи» авторĕн Константин Ивановăн Çултатăкĕ. Константин Васильевич хамăрăн тĕттĕм чăваша вăл чунтан – вартан юратсат ăнă, ăна çутталла çавăтса тухас тесе, вăйĕ çитнĕ тарантăрăшнă. Хамăрăн поэтăмăр аэпир пысăка хурса хаклатпăр, унăн пултаруллăхĕпе, хайлавĕсене кулленхи ĕçре кăтартса пама  тăрăшатпăр.

        Литература  çулталăкне халаласа Эльпуçĕнчи вулавăшра «Раççейре Литература çулталăкĕ», татаача – пачавалли «ÿсачам – кенекевуласаэс ÿс»   кĕнеке выставкисем йĕркеленĕ. Çак çулталăк тăршшĕпех вулакансене вырăс классикĕсемпе тата чăваш çыравçисен çĕнĕ хайлавĕсемпе паллаштарăтпăр.

          Эльпуçĕнчи вулавăш хăйĕн çамрăк тусĕсемпе тата шкул ачисемпе Литература çулталăкне уçрĕ. Ачасем кĕнеке выставкисемпе паллашрĕç тата харпăр хăй çырнă юмахĕсене  пуканесемпе выляса кăтартрĕç, тĕрлĕрен  викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

         Юлашки çулсенче Чăваш издательстви тăтăшах çĕнĕ пысăк пултаруллăхпа çырнă романсем, повеçсем, ача - пăчасем валли калав кĕнекисем пичетленме тытăнчĕç. Пирĕн пурнăçра кĕнеке яланах пысăк вырăн йышăнса тăрать. Литературăн тивĕçĕ - паянхи геройсен сăнарне ĕнентерÿллĕ ÿкерсе кăтартасси, ун характерне уçса парасси. Пурнăçа юратма вĕрентекен, ырришĕн кĕрешме хавхалантаракан геройсене шырать вулакан илемлĕ литературăра.



05 февраля 2015
10:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter