Приоритетлă наци проекчĕсем еплерех пурнăçланса пынине пăхса тăракан республика Пуçлăхĕ çумĕнчи канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев приоритетлă наци проекчĕсем еплерех пурнăçланса пынине пăхса тăракан республика Пуçлăхĕ çумĕнчи канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ строительство тытăмĕнчи ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн паллаштарнă. Ял хуçалăх ыйтăвĕсем пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе   Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, вĕренӳ енĕпе Чăваш Енри вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн каласа кăтартнă. Çакăн пекех ларура республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳçисем тухса калаçнă. Вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков Чăваш Республикин строительство комплексĕн 2014 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ, малалла аталанмалли малашлăх çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулта республикăра строительство енĕпе 36,15 млрд тенкĕлĕх ĕç тунă, çакă 2013 çулхинчен 1,86 млрд тенкĕ ытларах. 862,1 пин тăваткал метр лаптăк пурăнмалли çурт-йĕр хута янă /2013 çул шайĕн 103%/. Пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче çав-çавах пĕрремĕш ретре тăрать. 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх кашни çын пуçне 0,696 тăваткал метр хута янă, федерацин Атăлçи округĕнче ку кăтарту вăтамран 0,566 тăваткал метрпа танлашать. 2014 çулта республикăра 458 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр (2013 çул шайĕнчен 125%) хута янă. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăра патшалăх программипе выльăх-чĕрлĕхе аталантарас тĕллевпе 2013-2020 çулсенче ĕçлемелли план мероприятийĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Пысăк аграри предприятийĕсемпе пĕрлех ялта пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем лайăх аталаннине каланă. Патшалăх пулăшăвне пула пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем производствăна механизацилеме тата производство культурине ӳстерме, ĕç тухăçлăхне пысăклатассине тата пур пек ресурссемпе тухăçлă усă курассине тивĕçтерме, хăйсен укçа-тенкĕ тупăшĕсене ӳстерме пултарнине те асăнса хăварнă. Сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре темиçе проекта пурнăçланине каласа хăварнă. Сĕт туса илесси çулталăкĕпех тупăш илме май паракан тухăçлă отрасль шутланать. Анчах та вăл лайăх ĕçлетĕр тесен рынока хутшă-накансен - сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен - хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемеллине палăртнă. Юлашки çулсенче влаç органĕсем асăннă отрасльти рынока хутшăнакансем хушшинче конкуренцие аталантарас енĕпе пысăк ĕç туса ирттернине палăртнă.  2014 çулта агропромышленноç коплексне 2,42 млрд. тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне парса хавхалантарнă. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи ĕç-пуçпа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова каласа кăтанртнă. Хальхи пурнăç таппине пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене кĕртсе пынине кура, халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парассин кăтартăвĕ лайăхлансах пынине асăннă. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси влаç органĕсен ĕçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăрать. Паянхи куна республикăра халăхăн кĕтекен пурнăç тăршшĕн çирĕп ӳсĕмне шута илнĕ. Вăл - медицинăпа демографи лару-тăрăвĕн тĕп характеристики. Чăваш Енре вăтамран палăртакан çын юлашки виçĕ çулта ытларах пурăнма пуçларĕ. Республикăра вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен шучĕ  ӳснĕ.  Паян Чăваш Енри кашни вунпиллĕкмĕш çемье виçĕ тата ытларах ача пăхса çитĕнтерет тата çакă нормăна кĕрсе пырать. Демографи енĕпе тытса пыракан патшалăх политикин саккунлă пĕтĕмлетĕвĕ республикăра юлашки виçĕ çул хушшинче шута илекен халăх йышĕ хăй хальлĕн ӳсни пулса тăнине тепĕр хут асăнса хăварнă. Лайăх кăтартусене ку чухнехи медицина технологийĕсене ĕçе кĕртнине пурне те диспансеризаци ирттерессипе çыхăнтарса, çавăн пекех çемьене тата ачасене пулăшас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлесе тума пултартарнине палăртнă министр. Чăваш Ени вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов республикăра пултаруллă çамрăксене патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтернин кăтартăвĕсем пирки сăмах пуçарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çула лайăх кăтартусемпе вĕçленине каланă, çĕнĕ çулталăка вăйлă вăй-хăватпа ĕçлеме тытăннине палăртнă.  Промышленноç производствин калăпăшĕ калама çук питĕ пысăк ӳсни пуриншĕн те кăмăллă, вăл 104,5 процентпа танлашать, çĕршывĕпе илес пулсан втамран 101,7 процент. Ял хуçалăх енĕпе те кăтартусем 102,8 процента çити хăпарнă. Ку та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă Пуçлăх.  Паллах, çитĕнӳсем пур пулин те тĕнчере пулса иртекен лару-тăру пурне те шухăшлаттарать. Федераллă программăсемпе куçмалли патшалăх пулăшăвĕсем 10 процента çити сахалланаççĕ. Республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсен вырăнти программăсене тĕплĕн пĕлсе тепĕр хут пăхса тухса йышăнса хăвармалла. «Пур-пĕрех йывăрлăхсем тухса тăраççĕ пулин те, социаллă пĕлтерĕшлĕ приоритетлă ыйтусене пурне те татса памалла», - тесе çирĕппĕн каланă  калаçăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



05 февраля 2015
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter