Елчĕк районĕ: "Чĕвĕлти чĕкеç - 2015"

   Пĕтĕм Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурса 2004 çулта «Хĕрарăмсем наукăра тата вĕрентÿре»  регионсем хушшинчи обществăлла организацин Чăваш регион уйрăмĕ (ЧРО МОО ЖНО), И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет тата Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин  министерстви  йĕркеленĕ.

       Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнчи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси. Вăйă конкурсри ыйтусемпе ĕçсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене „ăслă” ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать. «Чĕвĕлти чĕкеç»  Раççейри чăвашла пĕлекен шкул ачисем хушшинче чăннипех те юратакан, паллă, сумлă вăйă конкурс пулса тăчĕ ĕнтĕ. Пирĕн шкулти ачасем те кашни çулах çак конкурса юратсах хутшăнаççĕ.

   Кăçал та, йăлана кĕнĕ йĕркепе, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс иртрĕ. Ку вăййа 2-9 классенче вĕренекен 34 ача хутшăнчĕ.      Вĕренекенсем 1 сехет те 15 минут хушшинче чăваш чĕлхипе пурĕ 30 тĕрлĕ ыйтусемпе ĕçсене пурнăçларĕç.

   Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем кашни класпа уйрăммăн пулаççĕ. Ака уйăхĕнче, бланксене тĕрĕсленĕ хыççăн, кашни вăййа хутшăнакан вĕренекен тивĕçлĕ сертификат илет, пултаруллисем дипломсемпе парнесемлĕ пулĕç.



06 февраля 2015
11:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter