Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей наукин кунӗ ячĕпе саламлани
Наука сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Пирӗн паянхи пурнӑҫри наука пӗлтерӗшне хаклама та май ҫук. Ӑслӑлӑх тӗпчевӗсемпе открытийӗсем хальхи обществӑн инновациллӗ аталанӑвӗн никӗсне йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Правительстви наука сферине, ҫавӑн пекех инновациллӗ пысӑк технологиллӗ тата конкурентлӑ таварсем туса кӑларакан предприятисене пулӑшасси ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхать. Вӗсене ӗҫлеме право тата экономика тӗлӗшӗнчен лайӑх майсем туса паратпӑр.
Чаплӑ ӑсчахсен наукӑри ҫитӗнӗвӗсем малашнехи кал-кал аталанӑва пулӑшу кӳрессе шанса тӑратӑп. Професси ӗҫӗ-хӗлӗ наукӑпа ҫыхӑннӑ мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, пултаруллӑ хавхалану, ҫӗнӗ открытисем тума тата экономикӑн чӑн секторӗнче тата социаллӑ сферӑра ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлама сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев