Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри апат-çимĕç таварĕсемпе суту-илӳ тăвакан предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

 Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри апат-çимĕç таварĕсемпе суту-илӳ тăвакан предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Ĕçлĕ çул-çӳревре унпа пĕрле Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула Пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. «Торговый комплекс «Центральный» АХП  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăваш çĕрĕ çинче калăпланса тухакан ял хуçалăх, пахча-çимĕç таварĕсене пасарта сутнипе сутманнипе кăсăкланнă. Вĕсен хакĕсене те тишкерсе тухнă. Суту-илӳ комплексĕн генеральнăй директорĕ Сергей Рубцов хăйĕн сăмахĕнче ял хуçалăх пахча-çимĕç таварĕсене сутма пасарата ятарласа 450  вырăн хатĕрленине каланă. Таварсен пахалăхне тĕрĕслесе тăма лаборатори те ĕçленине палăртнă. Сутăçăсемпе туянакансен сĕнĕвĕсемпе ыйтăвĕсене итленĕ хыççăн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экологи енчен таса пахалăхлă çимĕçсене пасарта сутма ытларах вырăнсем йĕркелесе памаллине хушса хăварнă. Кун пек ĕçе йĕркелени, хула çынисене пахалăхлă пахча-çимĕçпе туллин тивĕçтерме меллĕ, тата тепĕр тесен посредниксемсĕр таварсен хакĕ те пĕчĕкрех пулĕ. Энгельс  урамĕнчи «Магнит» гипермаркета та çитсе килнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ, çула май «Сахарок» лавккан ĕçĕпе те кăсăкланнă. Кунĕпе çӳренĕ ĕçлĕ çул-çӳреве пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пасарсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене тĕрĕслесе тăрасси, влаç органĕсенче тимлекенсемшĕн палăртнă тĕллевсенчен пĕри пулнине асăннă.  Сăмаха май, паянхи кунра конкуренци те пулни вырăнлă. Кун пек чухне ăнсăртран таварсен хакĕсем те ӳсмĕç. «Паянхи кун, эпир хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Туянас текенсем валли мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Анчах та çăкăрсем калăпласа кăларакансем тепре чухне хăйсен хакне сăлтавсăр пысăклатма пăхаççĕ. Пасарсенче тырă хакĕ хăпарнă.  Сĕт-çу таврашĕ те хăйне евĕр хаксемпе тытăнса тăрать. Пĕр таварах пĕр çĕртре пĕр хакпа, тепĕр тĕлтрех ӳстеререх сутаççĕ.    Паян, халăха таварсен хакĕсем пирки хыпарсене пĕлтерсех тăмалла. Эпĕ ветерансен шухăшне ыйтса пĕлтĕм. Вĕсем пахалăх енчен таса пахча-çимĕçе туянма пасарсене ытларах çӳреççĕ. Таварсен хакĕсем те пысăк мар тесе çирĕплетеççĕ. Çĕршыв Президенчĕ тăтăшах таварсене сăлтавсăр пысăклатма юраманнине асăрхаттарсах тăрать.  Эпир яланах тĕрĕс ĕçлесе пынă, малашне те çакăн пекех ĕлесе пырăпăр. Енчен те сăлтавсăрах сутăçăсем таварсен хакĕсене хăпартма шутлаççĕ пулсан, вĕсене те явап тыттарăпăр», - тесе каланă çирĕппĕн асăрхаттарса пурин умĕнче те Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 2015 çулта нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, таварсен хакĕсем пирĕн регионта чи пĕчĕкки.  Кăтарту иккĕмĕш вырăнта пулни пуиншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сысна какайĕ çăкăр, çăнăх, çĕрулми хакĕсем ытти регионтисенчен пĕчĕкрех пулни - пирĕн халăха савăнтарать. Тĕплĕнрех



06 февраля 2015
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter