Пысăк хуласене модернизацилес программăпа Канаш 600 млн. тенкĕ илет

Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Канашра пысăк хуласене модернизацилес енĕпе ĕçлекен Правительство çумĕнчи комиссийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Лару ĕçне тытăниччен, чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Банк развития и внешнеэкономической деятельности» патшалăх корпорацийĕн председателĕн çумĕпе, вăлах Ĕç комиссийĕн ертӳçи Ирина Макиевăпа тĕл пулнă, уйрăм хăш-пĕр ыйтусене сӳтсе явнă.   Лару ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, пысăк хуласене аталантаракан Фондăн генеральнăй директорĕ  Дмитрий Скриванов, Канаш ертӳлĕхĕ, хулара инвестици проекчĕсемпе ĕçлекенсем хутшăннă.  Канаш хули чăннипех те Правительствăн çирĕп экзаменĕ витĕр тухнине палăртнă Пуçлăх. 2015 çулта аталанма федераци енчен пулăшу куçнине асăннă. Улатăрпа Çĕнĕ Шупашкар монохуласене аталантарас енĕпе пулăшăва илнĕ те. «Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçсĕррисен хисепĕ 7 хут чакни никамшăн та вăртăнлăх мар, Улатăрта вара 5 хут чакнă. Паянхи кун çак асăннă хуласенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталанса пыма кирлĕ пек пур услови те çителĕклĕ таран. Кулленех çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ, çынсене валли ĕç вырăнĕсем те тупăнаççĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Каншашра йывăр лару-тăрăва лекнĕ предприятисенче кирлĕ пулсан, çĕнĕрен специалистсене вĕретмеллине палăртнă.  Ирина Макиева хăйĕн сăмахĕнче çитес виçĕ çул хушшинче прграммăпа килĕшӳллĕн Раççей Правительстви 29,6 млрд тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Çитес вăхăтсенчех хулана 3 млрд. тенкĕ куçассине пĕлтернĕ. «Эпир пурсăмăр та аван пĕлсе тăратпăр, Канаш хули мĕнле йывăрлăхсем витĕр тухнине. Эпĕ кунта икĕ çул каялла пулнă. Ун чухне çынсен кăмăлĕ питех те сӳрĕк пулнине те астăватăп. Администраци мĕнле йывăр пăшăрханнине те туятăп. Унпа пĕрле республикăри влаçра ĕçлекенсем те сахал мар хуйхăрнине сисетпĕр. Енчен те ăнсăртран, кăлтăксем сиксе тухас пулсан, халăха ĕçпе тивĕçтерме майсем те пăхса хăварнă пулнă», - тесе каланă Ирина Макиева. Чăваш Ен сахал мар ĕçленине асăннă. Правительство комиссийĕ чăннипех те курăмлă ĕçсемпе кăмăлллă пулнине каланă. «Улатăрпа Çĕнĕ Шупашкар хуласем хушшинче чи ăнăçлисем, модернизацилес программăна аванах кĕрсе юлнă», - тесе уçăмлатнă хăйĕн сăмахне сумлă хăна. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева эффективлă ĕçлесе пынишĕн ырласа тав сăмахĕ каланă. Дмитрий Скриванов хăйĕн сăмахĕнче монохуласене аталантарса, çынсене валли ытларах ĕç вырăнсем хатĕрлеме меллĕ пулнине палăртнă. Ларура инвестициллĕ проектсене кăтартса панă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Канашăн экономика енчен потенциал аван пулнине палăртнă. Журналистсен ыйтвĕсене хурав панă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерации енчен 600 млн тенкĕ куçассине пĕлтернĕ. Хулара инфратытăм халли пурнăç таппине тӳр килессине шанса каланă. «Нумай хуласем хушшинче Канаш хули çак асăннă пысăк пулăшăва Федераци енчен тивĕçнĕ. 10 хуларан, пирĕн юратнă Канаш хулине суйлса илни пуриншĕн те савăнăç. Пирĕн пурсăмăрăн та халĕ пĕр тĕллев, Раççей Прпавительстви тăратнă ыйтусене кирлĕ пек туллин пурнăçласа пырасси», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Сумлă хăна, Ирина Макиева енчен те çак пысăк проектсем пур те хута кайсан, çынсене валли тата та 2000 яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленессине уççăммăн пĕлтернĕ.

 Тĕплĕнрех



07 февраля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter