Чăваш Республикин Министрсен Кабинечн Председателĕ Иван Моторин эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

 Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечн Председателĕ Иван Моторин эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе ирттернĕ. Премьер-министр ĕçлĕ канашлăва награда панипе пуçланă. Чăваш Республикин прокурорĕ пулса ĕçленĕ Владимир Метелина Чăваш Республики умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн медаль орденпа чысланă.  Çак Указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ пулнă.  Республикăра грипп вирусĕ анлă сарăлни сисĕнет. Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова тĕплĕн каласа хăварнă. Халлĕхе республикăра 12 пине яхăн чирленĕ çынна шута илнĕ. Ытларах ачасем 17 çула çитиччен çак чирпе аптранине палăртнă. Иртнĕ эрнери кăтартусемпе илсен, республикăра çак асăннă чире ӳснине шута илнĕ, вăл 62,7 процента çити хăпарни сисĕнет. Ача сачĕсемпе шкулсенче чир анлă ан сарăлтăр тесе ачасене тăтăшах пăхса  сăнаса тăраççĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем пирки Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн чарăнса тăнă. Пурнăçри чи кирлĕ ял хуçалăх таварĕсем тата эмельсен хакĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем Сергей Павловпа Алла Самойлова чарăнса тăнă.  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ял хуçалăх таварĕсен хакĕсем кирлĕ пек шайрах тăнине асăннă. Çăкăр таврашĕн хакĕсем кăштах ӳсни сисĕннине пĕлтернĕ. Экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче пирĕн регионта ытти регионтисемпе танлаштарсан, çав-çавах апат-çитĕç таварĕсем хаклă пулманнине каласа хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова халăхра ытларах хамăр çĕршывра калăпланса тухакан таварсене салатмаллине палăртнă. Кун çинчен ятарлă тĕлпулусем йĕркелесе тĕрлĕ калаçусем ирттерни те вырăнлă пулнине асăннă. Ют çĕршывра хатĕрленсе тухакан таварсенчен хамăрăн таварсем аванрах пулнине час-часах каламалла. Ют çĕршывра калăпланакан эмельсен хакĕсем «çыртаççĕ».  «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ -2015» спорт уявĕ пирки  Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников тĕплĕн чарăнса тăнă. Çулсеренех çак уява хутшăнас текенсен йышĕ ӳссе пынине палăртнă. Кăçалхи çул çак спорт уявне 51 пин çын хутшăнине каланă.



09 февраля 2015
17:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter