«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2015» спорт уявне хулара пурăнакансенчен 13 пин ытла çын тухнă

 Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççей Йĕлтĕр йĕрĕ XXXIII-мĕш массăлла чупу иртрĕ. Спорт уявне уçнă пулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин спорт министрĕ  Сергей Мельников, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов, вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, хула пуçлăхĕ Леонид Чркесов тата ыттисем те хутшăннă.  Хăйĕн ум сăмахĕнче старта тухнă спортсменсене, курма килнĕ мĕн пур халăха хĕллехи чи чаплă спорт уявĕ кунĕ ячĕпе саламланă. «Спорт сывлăха кăна çирĕплетместь, мĕн-пур халăха пĕрлештерсе тăрать тесе, - уйрăммăн палăртса хăварнă Пуçлăх. «Эсир пурте пĕлетĕр паян, тĕнчипех старта тухаççĕ. Кам сывă пурнăç йĕркине тытса, пăхăнса пырать, вĕсем чăннипех те мухтава тивĕç. 2014 çулта Сочире Олимп вăййисем иртрĕç, унтанпа çулталăк та çитрĕ. Ун чухне пирĕн йышлă вăйлă спортсменсем тĕнче шайĕнче хăйсене çитĕнӳсемпе кăтартма пултарчĕç. Çĕнтерĕве эсир те тивĕçĕр!», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех патшалăх политики спорта аталатарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă, çулсерен республикăра тĕрлĕ спорт объекчĕсем хута кайнине асăннă. Республика Пуçлăхĕ спорта аталантарма пысăк витĕм кӳнисене наградăсем парса хавхалантарнă. Старта тухма «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2015» спорт мероприятийĕн тĕп судьи, тĕнчере тата Европăра çамрăксем хушшинче биатлонпа  виçĕ хутчен пулнă чемпион Павел Магазеев чĕнсе кăларнă. Чи малтанах 500 м. чи çамрăк шăпăрлансем тухнă, хыççăн VIP-чупу (2015 çухрăма чупнă), юлашкинчен мĕн-пур уява хутшăнма кăмăл тунисем 2 çухрăм чупса хăйсен кăмăлне тултарнă. Ăмăртусем пуçланиччен, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕлтĕр йĕрĕпе хăй чупса трассăна хакланă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, трасса питĕ чаплă пулнине каланă, пуриншĕн те паян савăк кăмăл пулассине иккеленмесĕрех палăртса хăварнă. «Чăваш Енре пурнăнакансенчен кашни виççĕмĕн спортпа туслă. Вĕсене валли республикăра пур услови те пуррине палăртнă. Спорта юратса тухнă çынсене пĕтĕм чунран тав тунă, хăйсен сывлăхне упрама пĕлнишĕн ырласа хăварнă Михаил Игнатьев. Шупашкарта çак асăннă ăмăртусене 2005 çултан ирттерме пуçланă. Старта яланхиллех чаплă йĕлтĕрçĕсемпе пĕрле ытти спортсменсем те тухса хăйсен кăмăлне тултараççĕ. Кăçал спорт уявне хулара пурăнакансенчен 13 пин ытла çын тухнă. Тĕплĕнрех



09 февраля 2015
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter