Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Чӑваш Енри наркотӗрӗслев органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешесси влаҫ органӗсен умӗ­н­­че тӑракан чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри шутланать.

Пирӗн республикӑра правӑна сыхлакан тытӑмсем, сывлӑх сыхла­вӗ­пе вӗренӳ, культурӑпа спорт органӗсем тата общество организа­цийӗ­сем пӗр-пӗ­рин­пе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫлессине йӗркеленӗ. Йышӑннӑ ком­п­лекс­­лӑ ме­рӑсене пула юлашки ҫулта кӑна наркотиксемпе ҫыхӑннӑ 950 преступле­ние туп­­са палӑртнӑ, саккунсӑр ҫав­рӑнӑшран 50 килограмм ытла наркотик ха­тӗ­рӗсемпе психотроплӑ им-ҫам тата хӑватлӑ витӗмлӗ эмел­ туртса ил­нӗ. 

Наркомани сарӑлассине хирӗҫ тӑмалли тӗп ҫул-йӗрсен шутӗнче – ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе пурнӑҫлакан профилактика ӗҫӗ, ҫав шутра ҫемье тата ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ҫирӗп­лет­ме, сы­вӑ пур­нӑҫ йӗркине пропагандӑлама тата наркотиксене хирӗҫле куль­ту­рӑна йӗркелеме пулӑшакан право, информаципе пропаганда, физ­куль­ту­рӑпа спорт тата пултарулӑх мероприятийӗсем йӗркелесе ирттерни.

Раҫҫейӗн Наркотиксене тӗрӗс­ле­се тӑракан федераци службин Чӑ­ваш Республикинчи управленийӗн ӗҫченӗсене ҫӳл­­лӗ шайри професси ӑсталӑхӗшӗн тата служба тивӗҫне пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫ­ланӑшӑн тав тӑватӑп!

Сире ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, ырлӑх тата телей сунатӑп!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                                 М.Игнатьев



10 марта 2015
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter