Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Елчĕк, Каçал ен, Канаш районĕсенче пулнă

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Елчĕк, Каçал ен, Канаш районĕсенче пулнă. Тĕлпулусене ял поселенийĕсен депутачĕсем, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, вырăнти актив хутшăннă. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промыш­ленноçпа суту-илӳ мнистрĕ  Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Кияметдин Мифтахутдинов тата Петр Краснов хутшăннă. Пухăннисемпе пĕрле пуçлăхсем 2015 çулта бюджетсене шайлаштарас, экономикăна пĕр пек лайăх аталантарас, районсенче социаллă пурнăçа кирлĕ шайра тытса пырас ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хальхи вӑхӑтри лару-тӑру Чăваш Ен Правительствине республикăн пĕр­лештернĕ бюджетне тепĕр хут пăхса тухма хистенине каланă. Бюджета укçа-тенкĕ туллин пуçтарăнманнине кура, çĕнĕ инвестици проекчĕсемпе асӑрханса ӗҫле­меллине каланă. Анчах пуçланă проектсен чи кирлĕ ĕçĕсене тĕплĕн тишкерсе вӗсенчен хӑшне халех, хӑшне каярах пурнӑҫламаллине ҫирӗппӗн палӑртмалла. Раççей Президенчĕ  Владимир Владимирович Путин 2012 çулхи çу уйă­хĕнче йышăннă Указӗсенче  бюджет тытăмĕнче вăй хуракансем тӗлӗшпе палӑртнӑ тивӗҫсене пурнăçлас енӗпе уйрӑмах тимлĕн ĕçлемелли пирки асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ. Паян ял тăрăхĕнче пурăнакансене апат-ҫимӗҫ инфляцийӗ питех чăрмантараймĕ, вĕсем  хӑйсен кил ху­çалăхӗнче пахча-çимĕç, выльăх-чĕрлĕх пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ, хӗллене валли юр-вар хатӗрлеҫҫӗ. «Йӗркеленнӗ лару-тӑру пирки ытлашши илемлетсе калама кирлӗ мар, мӗн шантарнине туллин пурнăçлаймăр», - тенĕ вырăнти ертӳçĕсене республика Пуçлăхĕ.  Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳҫисем  районсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсемпе  тĕплĕн паллаштарнӑ, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи ăнăçлă ĕçсене палӑртнӑ, вырӑнти администрацисене тата депутатсен йышне хӑш енӗпе ытларах тӑрӑшса ӗҫлемеллине палӑртса хӑ­варнӑ. Предпринимательсем хăйсем патĕнче тăрăшакансене кирлĕ пек ĕç укçипе ти­вĕçтернипе тивĕçтерменнине тӗплӗн тĕрĕслемеллине, бюджета кĕрекен ытти тупăшсемпе ҫыхӑннӑ ыйтăва та куçран вĕçертме юраманнине асӑннӑ.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем республика Пуçлăхне çакăн пек тĕл­пулусем йӗркелесе ирттернӗшĕн тав тунă. Паян ялсенче социаллă пурнăçпа экономика лайăх аталанать. Медицинăпа вĕренӳ пулăшăвĕсемпе тивĕçтернин пахалăх шайĕ ӳссе пыни те куçкĕрет. Ача сачĕсем, фельдшерпа акушер пункчӗсем хута кайни пурне те савăнтарать. Кашни районта сывлăха çирĕплетме май паракан спорт комплексӗсем пур. Республика Пуçлăхĕ тĕл пулăва пухăннă халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă, хӗрарӑмсене Мартӑн 8-мӗшӗ кунĕ ячĕпе саламланă, вĕсем арçынсене малалла ăнтăлма яланах вăй кӳрсе тӑнине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев районсенче пурăнакан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вăрçин ветеранĕсене «1941-1945 çулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул» юбилей медалĕсем панă, ырлăх-сывлăх, телей суннă. Тĕплĕнрех 



10 марта 2015
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter