Йĕпреç районĕ: Кристина Егорова „ Кĕлĕмкасси пики – 2015”

 Пуш уйĕхĕн 8-мĕшĕнче Кĕлĕмкасси культура çуртĕнче тăван ен культурине юратакан чи маттур, илемлĕ, çепĕç те маттур хĕрсем хăйсен пултарулăхне кăтартма пуçтарăнчĕç. Çак кун 5 пике „ Кĕлĕмкасси пики – 2015” ята тивĕçессишĕн сцена çине тупăшăва: Ольга Алексеева, Кристина Егорова, Кристина Петрова, Алиса Гаврилова, Ирина Соснова тухрĕç.

     Илемлĕ те сăпайлă пикесем 7 конкурсра тупăшрĕç. Пĕрремĕш конкурсра хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Жюри пикесен пултарулăхне, çаврăнăçулăхне, шалти кăмăл-туйăмне хакларĕ. Иккĕмĕш конкурсра хĕрсем пурнăçпа çыхăннă кăткăс ыйтусем çине хуравларĕç. Жюри членĕсем хĕрсенчен кăсăклă та тавçăруллă хуравсем кĕтрĕç. Ташă-кĕвĕ конкурсĕнче пикесем хăйсен пултарулăхне, илемлĕхне, хусканăвне, сăпайлăхĕпе илĕртÿлĕхне кăтартрĕç. Хĕрсем çи-пуç тирпейлеме пултарнине те хак пачĕç жюрисем. Тата вĕсем сцена çинче юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Апат-çимĕç конкурсĕнче пикесем хăйсен аллипе хатĕрленĕ чăваш халăх апат-çимĕçĕпе тĕлĕнтерчĕç, жюри членĕсене хăналарĕç. Юлашки конкурсра хĕрсем хитре кĕпесем тăхăнса хăйсен çăмăл уттине, тытма пĕлнине, хусканăвне кăтартрĕç.

   Кашни хĕр малти вырăна йышăнма тивĕç пулчĕ, анчах та çĕнтерÿçĕ пĕрре çеç. Конкурс пĕтĕмлетĕвне тума сцена çине жюрисем Эльвира Бронникова, Юрий Гаврилов тата Людмила Маркиянова хăпарчĕç. Чи малтанах вĕсем пурне те çак чаплă уяв ячĕпе саламларĕç, ăнăçу, сывлăх, телей, вăй-хал сунчĕç. Пикесем сцена çине тухса тăрсан туп-тулли пуçтараннă залри халăх нумай вăхăт хушши алă çупрĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне пĕлме те вăхăт çитрĕ. „ Кĕлĕмкасси пики – 2015” ята Кристина Егорова тивĕçрĕ, Алиса Гаврилова - „Ăста пике”, "Пултаруллă пике" - Ольга Алексеева, „Ăс пике” - Кристина Петрова, „Сапайлă пике” – Ирина Соснова.

   Конкурса илĕртуллĕ те тараватлă Мария Петрова ертсе пычĕ. Кĕлĕмкасси садикĕнче вĕренекенсем пурне те уявпа саламласа юрăсемпе тата ташăсемпе савăнтарчĕç. Кристина Егорова Кĕлĕмкасси чысне хÿтĕлесе Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Йĕпреçре иртекен „Чăваш пики-2015” конкурсра хутшăнĕ. Ăнăçу, сана, Кристина!



10 марта 2015
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter