Вăрмар районĕнче Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Филиппов пулнă

Çак кунсенче пирĕн районта Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Филиппов пулнă. Ĕçлĕ çул-çÿрев вăхăтĕнче вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулнă. Тĕл пулăва райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе комуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Тихонов, «Чувашавтодор» АУОн Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕн тата Вăрмарти автотранспорт предприятийĕн руководителĕсем С.Яковлев, В.Васильев хутшăннă. Калаçу вăхăтĕнче район аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. В.Филиппов, уйрăммăн илсен, хула, ял тăрăхĕсенчи çулсене хăтлăлатасси, патшалăх стандарчĕ ыйтнă пек пурнăçламалли çинче чарăнса тăнă. Константин Владимирович Шăхаль ялĕнче пурăнакансем ял варринчи кĕпере юсаса ял хушшинче çул сарма ыйтни çинчен пĕлтернĕ. Каярах ĕçлĕ ушкăн Вăрмарти «Родничок» ача садне çитсе килнĕ. Кунти модульлĕ çуран çÿремелли хула мĕнле шайра пулнипе паллашнă, ача сачĕн коллективĕпе тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.



10 марта 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter