Канаш районĕ: чи лайăх кĕнекене палăртатпăр

Республика шайĕнче ҫулсерен иртекен «Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вулакан кĕнеке» акци – конкурс 2015 – мĕш ҫулхи нарăс уйăхĕнче старт илчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – халăхăн вулас туртăмне тата кĕнеке пĕлтерĕшне ÿстересси. Кăҫал конкурса Чăваш кĕнеке издательствинче 2013 – мĕш ҫулта пичетленсе тухнă кĕнекесем хутшăнаҫҫĕ.

Сиккасси ял библиотеки те ҫак конкурса активлă хутшăнчĕ. Вулав залĕнче кĕнеке курав «Литературная Чувашия 2013»  ятлă выставка уҫнă тата информации бюллетенĕпе буклет кăларнă.

Акци – конкурса халалласа библиотекăра тĕрлĕ мероприятисем иртрĕҫ.

«Чăваш кĕнеки» номинацинче Ангелина Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак» 1- мĕш кĕнеки йышăнчĕ. Ҫамрăксемпе пенсионерсем ҫак повеҫе сÿтсе яврăҫ, вулакансемпе тĕлпулусем, калаҫусем иртернĕ.

 Чăвашла ҫырнă, чи лайăх ача – пăча кĕнекисем тăрăх «Умники и умницы» ятлă конкурс иртрĕ. Раиса Сарби хайланă «Солнечные зайчики» кĕнекипе иртернĕ «Чи лайăх сăвă калакан» конкурса А.И. Миттов ячĕллĕ вăтам шкулен 2 – мĕш классра вĕренекен ачасем савăнса хутшăнчĕҫ. Кĕнекери сăвăсене пĕчĕк вулакансем артист пекех пултаруллă выляса кăтартрĕҫ.

Уява библиотека заведующий Ольга Шоркина пĕтĕмлетрĕ, кĕҫĕн классенчи чи нумай вулакансене пĕчĕк парнесемпе хавхалантарчĕ. 



10 марта 2015
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter