Уява – çитĕнÿсемпе

Районта ирĕклĕ кĕрешÿ спортĕнче хăйсене тупнă хĕрсем сахал мар. Хăй вăхăтĕнче Ирина Данилова тĕнче турнирĕн бронза призерĕ пулнăччĕ, Алена Федорова, Лена Сладкова, Ирина Львова – чылай сумлă турнирăн çĕнтерÿçисем, нумай хутчен призерĕсем.

Хальхи хĕрсен ăрăвĕн çитĕнĕвĕсем те кăтартуллă. Пăртасри Яна Лукина çине-çинех паллă турнирсен пьедесталĕсем çине хăпарма тивĕçет. Санарпуçĕнчи Диана Яковлевапа Алиса Афанасьеван çитĕнÿсен енчĕкĕсем тĕрлĕ шайри медальсемпе хулăнлансах пыраççĕ. Ку хĕрсем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Виталий Петрович Трофимов патĕнче ăсталăха туптаççĕ. Иртнĕ эрнере кăна республика первенствин чыс-сумне тивĕçрĕç. (Вăрнар районă)



10 марта 2015
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter