Лиза акка: «Çапла, аптрамарăмăр!..»

Лиза (паспортра çапла çырнă) Осиповна Актисовăна кил картинче тĕл пултăм. Чашăк тытнăскер, кăштăртатса пÿртелле утать. Чăххисене апат панă иккен. Кил хуçи манпа калаçма хавасах пулчĕ. Кăмăллăн та ăшпиллĕн пÿрте кĕме чĕнчĕ.

Кил-çурчĕ тĕлĕнмелле таса та тирпейлĕ. Пÿртре хăтлă та çутă ултă пÿлĕм. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Чунра тÿрех лăпкăлăх, ырă та ăшă туйăмсем çуралаççĕ. Никам та калаймĕ кунта 77 çул тултарнă, туяпа çÿрекен кинемей пурăнать тесе.

– Лиза акка, ачалăхăр çинчен мĕн калама пултаратăр; Мĕн асра юлнă;

– Эпĕ Кив Мĕлĕш ялĕнче 1937 çулта çуралнă. Ачалăх кунĕсем-çулĕсем хуйхăпа нуша хушшинче, савăнса-выляса юлмасăрах, хĕнре-тертре иртсе кайрĕç. Эпĕ, тăваттăри хĕр пĕрчи, атте вăрçа тухса кайнă чухне салтак чупнине, пÿртрен юрласа тухса кайнине ас тăватăп. Вăрçăран таврăнаймарĕ атте. Эпĕ вунтăватта çитсен аннесĕр тăрса юлтăмăр вуннăри Аля йăмăкăмпа. Вилнĕ аннене çума Çăлçырмаран икĕ витрепе шыв ăсса килнине ас тăватăп.

Мĕнле пурăнмалла; Çĕр каçма та хăратпăр иксĕмĕр. Хăнăхиччен çывăрма апая чĕнсе килеттĕмĕр. Каярахпа йăмăкпа иксĕмĕрех майлаштарса пурăнма вĕрентĕмĕр. Шкула та çÿренĕ. Килте сехет пулман пирки шкула иртерех çитсе сивĕ коридорта шăнса тăраттăмăр, пĕрремĕш смена вĕренсе тухасса кĕтеттĕмĕр. Тум-тир начарччĕ, урасенче – çăпата.

– Мĕн çикелесе пурăннă-ши;

– Çуркунне çитсен уя çĕрсе типнĕ çĕрулми пухма каяттăмăр. Унран питĕ тутлă икерчĕ пĕçерсе çиеттĕмĕр. Вĕлтрен-серте тухсан, яшкана çăратма ăна пуçтараттăмăр. Хырăма улталаса пурăнаттăмăр çапла. Ÿснĕçемĕн ĕçлеме хăнăхса пытăмăр. Пĕр ĕçрен те хăраман.

Вăрçă вăхăтĕнче пахчари улмуççисем сивĕпе хăрса пĕтрĕç. Çав йывăçсене касса вутă турăмăр, тымарĕсене кăкласа çĕре тикĕслерĕмĕр. Ку ĕçсене тума асатте, аттепе пĕр тăван аккасем пулăшрĕç. Анкартинче çĕрулми лартса тума тытăнтăмăр. Пуçтарса илнĕ улмана тырăпа улăштараттăмăр. Пире, тăлăхсене, уйăхне çуршар пăт çăнăх пама тытăнчĕç. Нуша кулач çитерет теççĕ. Кулачне çисех курайман та, çапах та çĕр улмине теркăласа çăнăхпа хутăштарса хамăр алăсемпе пĕçернĕ çăкăр кулачран темиçе хут тутлăрах пулнă пирĕншĕн.

– Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренес шухăш пулман-и;

– Шухăшĕ пулнă. Уравăш шкулне 8-мĕш класа çÿресе пăхрăм, анчах вĕренме условисем пулман пирки пăрахма тиврĕ. Вара тÿрех колхоз ĕçне хутшăнма пуçларăм.

– Мĕнле ĕçсене пурнăçлама тиветчĕ;

– Кантăр акса-туса илессипе чылай вăй хураттăмăр. Махорка лартса ÿстернĕ, çакса типĕтнĕ, тирпейленĕ. Ÿсерехпе çĕр улми кăларма тÿпе уйăрса паратчĕç. Хĕлле уя торф кăларма çÿренĕ. Мĕнле ĕç хушнă, пурне те тăрăшсах пурнăçланă.

– Вĕçĕмех ĕçре ывăннăран, каччăсемпе калаçма та вăхăт пулман пулĕ;

– Каччăсемпе калаçкаланă, çамрăк чухне мĕнле-ха унсăрăн; Пĕринпе пĕрлешме те шутланăччĕ, анчах ăна тăванĕсем тăлăх та чухăн хĕре качча илме ирĕк паман, тиркенĕ. 1965 çулта Çĕн Мĕлĕшри çурма тăлăх каччăпа туй тусах пĕрлешрĕмĕр. Вăл амăшĕпе пурăнатчĕ, трактористра ĕçлетчĕ. Тăлăхсем пулин те, аптрамарăмăр. Часах йывăçран çĕнĕ пÿрт туса кĕтĕмĕр.

– Кÿршĕ яла килсен ăçта вăй хума тытăнтăр;

– Качча килсен тÿрех дояркăра ĕçлеме тытăнтăм. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕне сурăм. Ирхине тул çутăличчен фермăна тухса утаттăмăр. ,несене алăпа сунă. Атте-анне килĕнче ĕне выльăх тытман пирки çĕнĕ ĕçе хăнăхма йывăртарах пулчĕ, паллах. Малтанах алăсем питĕ ывăнатчĕç. Пĕчĕккĕн хăнăхса пытăм. Ферма пÿртне черетпе хутса ăшăтаттăмăр, дежурствăра тăраттăмăр. Пăрусене 20 куна çитиччен хамăр пăхнă. ,çĕ нумайччĕ. Килти хуçалăхра ĕçлеме вăхăт та юлмастчĕ. Фермăра вăй хуракансене те, ытти колхозниксемпе танах, кăшман çитĕнтерме лаптăк уйăрса паратчĕç. Тавах хунямана, вăл килти хуçалăха тытса пыма, ачасене ÿстерме пулăшрĕ.

– Миçе ача çуратса ÿстертĕр;

– Мăшăрпа виçĕ ывăл çуратса çитĕнтертĕмĕр. Вĕсем фермăра ÿссе çитĕнчĕç тесен те йăнăш мар пулĕ тетĕп. Утакан-чупакан пулсан тÿрех манпа пĕрле фермăна пыратчĕç. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пулăшма пуçларĕç: тислĕк хыратчĕç, сĕт флягисене сĕтĕретчĕç, ĕнесене аппаратпа сума тытăнсан, унпа та ĕçлеме хăнăхса çитрĕç. Манăн ĕç чылай çăмăлланчĕ. Килте те вĕсем хĕрарăм-арçын ĕçĕсене уйăрса тăман, хуть мĕнле ĕçе те тытса тăватчĕç.

– Халĕ ывăлусем ăçта, мĕн ĕçре тăрăшаççĕ;

– Виççĕшĕ те салтака юрăхлă пулчĕç. Пурте водительте ĕçлеççĕ. Çемьеллĕ. Асли, Андрей, Шупашкарта пурăнать. Час-часах ашшĕ-амăш килне килсе каять. Кĕçĕннисем, Юрăпа Митя, Вăрнарта пурăнаççĕ. ,çлеме аякка çÿренĕ пирки ялта тăтăшах пулаймаççĕ. Володя мăнукăм мана тунсăхлама памасть, килкелесех тăрать.

– Халĕ пурăнакан кирпĕч пÿрте хăçан туса кĕнĕ;

– Мăшăрăм вилнĕ хыççăн, 90-мĕш çулсенче, йывăр вăхăтра çĕклеме тиврĕ ку пÿрте. Кирлĕ материалсене, ĕçмелли-çимеллине тупса илме питĕ йывăрччĕ. Ывăлсем пулăшнипе, хамăр вăйпа туса лартрăмăр. Совхоз вуçех пулăшманни хытах пăшăрхантарнăччĕ. Платниксем те уйăрса памарĕ. Юрĕ ĕнтĕ, халь тин ун пирки калаçса кăмăла пăсар мар. Пулнă, иртнĕ...

– Йывăр ĕçре хастар пулнăшăн панă наградăсем те чылай сирĕн...

– Фермăра тăрăшнă вăхăтра «,ç ветеранĕ» хисеплĕ ят парса чыс турĕç. Клубра, халăх умĕнче медаль çакса ячĕç. Ялсовет депутатне те суйланă мана. «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăсемпе, парти обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе, ытти тĕрлĕрен хисеплĕ дипломсемпе чысланă. ,çĕ йывăр пулнă пулин те патшалăх, хуçасем ман ĕçе хисеплеме пĕлни чĕререн савăнтарать.

– Халĕ хăвăра мĕнлерех туятăр;

– Сывлăх начар. Алăсем, пÿрнесем хытса пыраççĕ, тытасшăнах мар. Нумай пулмасть алсиш-нуски çыхаттăмччĕ, халĕ ку ĕçе тума пултараймастăп. Хулсем, урасем ыратаççĕ. Туясăр тухса çÿрейместĕп. Лавккана та кайми пултăм. Тавах кÿршĕсене, вĕсем апат-çимĕç туянса килсе параççĕ. Ача чухне шăнни, фермăра хĕлĕн-çăвĕн атăпа çÿрени аса илтерсех тăраççĕ.

– Тавах, Лиза акка, манпа кăмăллă калаçса ларнăшăн. Ывăлу-кинÿсенчен, мăнукусенчен пархатар курмалла пултăр.

О.КОРОТКОВА калаçнă.



Вăрмар районĕн хаçачĕ «Çĕнтерÿ çулĕ»
10 марта 2015
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter