Актриса, патша майри, шăпа...

Хĕрарăма шăпах çак ăнлавсемпе танлаштарса пуçларĕ чăваш хĕрарăмĕсене халалланă уява Илона Броневицкая. Чăвашла, вырăсла, акăлчанла, испанла, французла, грузинла, эрменле саламларĕç виçĕмкун республикăри хĕрарăм юхăмĕн хастарĕсене - шăпах çак чĕлхесемпе янăрарĕç юрăсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче. Чăвашла вара пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă сунчĕ.

- Çемье, ырă йăла-йĕрке управçи - хĕрарăм, - палăртрĕ Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче. - Вăл тытăнсан кирек мĕнле ĕç те ăнăçать.

Пирĕн республикăра амăшлăха, ачалăха упрас тĕлĕшпе курăмлă ĕç пурнăçлаççĕ. Ача сачĕсен ыйтăвĕ татăлса пырать. Юлашки вăхăтра финанс лару-тăрăвĕ кăткăсланнине пăхмасăрах социаллă пособисен виçисене чакармасăр тата вăхăтра тÿлеççĕ. Тăрăшнин усси пур. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ республикăра пепке çураласси, нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿссе пырать.

- Ача кашни утти амăшне савăнăç кÿтĕр. Эпир, арçынсем, сире яланах хÿтĕлеме, упрама тăрăшăпăр, - вĕçлерĕ сăмахне республика Пуçлăхĕ хĕрарăмсене вăрăм ĕмĕр, пылак юрату суннă май.

Уяв кăмăлне Раççей эстрада юрăçи, теле-, радиокăларăмсен ертÿçи Илона Броневицкая хăпартлантарчĕ. “Юрату сассисем” проект авторĕ Майкл Найт американ тата унта хутшăнакан Этери Бериашвили грузинка тĕрлĕ жанра парăнтарма пултарчĕç: джаз, халăх юррисем, рок-баллада, эрмен авалхи кĕвви-юрри... Сăмах май, Этери - дипломлă пульмонолог. Турă пани тапса тухатех - çакна çирĕплетет вăл хăйĕн пултарулăхĕпе. Раççей тава тивĕçлĕ артисткине Варварăна уйрăмах ăшшăн йышăнчĕ чăваш хĕрарăмĕ.

Рита АРТИ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
10 марта 2015
13:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter