Çĕрпÿсен йывăр лавĕ малаллах кайтăр
Сăмахне демографирен пуçларĕ. 44 ача сахалрах çуралнă. 268 мăшăр çемье çавăрнă, 112-шĕ саланнă. Çуралакансемпе танлаштарсан вилекенсем ытларах пулнăран районта 57 çын катăлнă. Çапах та пĕлтĕр пурнăçран сахалрах уйрăлни савăнтарать. Хĕрарăмсем вăтамран - 77,5, арçынсем 62 çул пурăннă.
2014 çулта район бюджетĕнче тĕрлĕ çăлкуçран 2013 çулхин 99,3% чухлĕ укçа пухăннă, социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене татса пама ăна ытларах та тăкакланă. Ялхуçалăх организацийĕсем таса услам 2,2 хут нумайрах илнĕ. Патшалăх вĕсене 85 млн тенкĕлĕх субсиди /46% нумайрах/ уйăрнă. Хресченсен ĕç укçи 16 пин тенкĕпе танлашнă /республикăра - 12500/. Ялхуçалăх продукцийĕ 3,3% ытларах туса илнĕ. Пÿлмене 41 пин тонна тырă хывнă. Ку енĕпе Çĕрпÿсем районсен хушшинче - иккĕмĕш вырăнта.
Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче выльăхпа кайăк-кĕшĕк ашне 2% сахалрах туса илнĕ. Анчах кăтартăва «Авангард» обществăн филиалĕ «Çĕрпÿ беконĕ» пĕр кг та чакарман. Тĕрлĕ хуçалăх сĕт 6% сахалрах, ялхуçалăх организацийĕсем 22% нумайрах сунă. «Килти хуçалăхсенче ĕне йышĕ 650 пуç чакнă, çавăнпа районта сĕт сахалрах сунă», - терĕ докладçă. Ялхуçалăх организацийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх - 448, вăл шутра ĕне 164 пуç хушăннă.